Пятница, Ноябрь 16, 2018
Главная > Общество и право > Ачасен прависене хÿтĕлес тĕллевпе

Ачасен прависене хÿтĕлес тĕллевпе

Ноябрĕн 20-мĕшĕнче Ачасене право пулăшăвĕ памалли кун тесе палăртнă.

Çавна май Раççей Федерацийĕн кашни субъектĕнчех ачасен прависене хÿтĕлес ыйтупа тÿлевсĕр канашламалли вырăнсем ĕçлĕç. Опекăпа попечительство, аслисемпе кĕçĕннисен, çав шутра ашшĕ-амăшĕпе ачисен, хутшăнăвĕнчи кăткăслăхсене те сÿтсе явма май пулĕ унта.

Çак кун районсемпе хуласенчи халăха социаллă пулăшу кÿрекен тата кашни реабилитаци центрĕнче ачасен прависене хÿтĕлесси тавра пуçарнă тĕрлĕ мероприяти иртĕ. Уйрăмах пурнăçра йывăр лару-тăрăва лекнĕ ывăл-хĕре пулăшассине пысăк тимлĕх уйăрĕç.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code