Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Вĕренÿ отличникĕсем

Вĕренÿ отличникĕсем

Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкула пырса кĕрсенех чи малтанах кĕçĕн классенче вĕренекенсенчен пуçласа аслисем таранах чăвашла сывлăх сунни савăнтарчĕ. Пĕлÿ çурчĕ хăтлăхĕ, кунта ăшă та тирпейлĕ, çутă пулни вĕренекенсемпе вĕрентекенсене кăна мар, кунта килекен кирек камăн кăмăлне те каймалла. Коридорсенчи стендсем шкулпа тĕплĕнрех паллашма пулăшаççĕ.

Шкул харсăр та пултаруллă, хăйĕн ĕçне юратакан вĕрентекенсемпе тата çивĕч ăс-тăнлă, пысăк тавра курăмлă ачасемпе мухтанма пултарать. Шăпах шкул ятне пысăка çĕклекен вĕренекенсемпе паллашма тÿр килчĕ те манăн.

10 класра вĕренекен Андрей Ефимов лайăх паллăсемпе вĕренет. Вĕренÿ отличникĕ районти, регионти предметсен олимпиадисене те хастар хутшăнать, лайăх кăтартусемпе палăрать. Уйрăмах вăл физика, математика предмечĕсемпе пысăк ÿсĕмсем тăвать. Республикăри çамрăк математиксен ăмăртăвне те пĕрре мар хутшăннă.

Андрей спортпа та туслă. Уйрăмах çăмăл атлетикăна юратать. Пĕрре мар «Елчĕк ен» хаçат призне çĕнсе илнĕ. Çавăн пекех шкулти волейболистсен командинче те вăл. Шывра ишме те маçтăр.

Андрей шкулти волонтерсен ушкăнĕнче тăрать. Вăл юлташĕсемпе пĕрле ялти палăксене, аллейăна тирпейлĕ тытас тесе тимлет.

Ольга Сидорова 11 класра пĕлÿ пухать. Вăл та вĕренÿре малта. Хĕр ача шкулта иртекен предметсен олимпиадисене активлă хутшăнать, мала тухать. Чăваш чĕлхипе иртекен наукăпа практика конференцийĕсенче те вăл пысăк ăсталăх кăтартать. Ольгăн юратнă предмечĕсем – чăваш, вырăс, акăлчан чĕлхисем. Вĕсемпе вăл çулсерен курăмлă ÿсĕмсем тăвать. Акă, иртнĕ çул районти олимпиадăра акăлчан чĕлхипе призер, вырăс чĕлхипе çĕнтерÿçĕ пулса республика шайĕнчи олимпиадăна та хутшăннă.

11 класри Ирина Светопольскаян сăнĕ те шкулти стена çинче çакăнса тăрать. Хисепе хĕр ача вĕренÿ отличникĕ пулнипе çĕнсе илнĕ. Вăл та çулсеренех предметсен олимпиадисенче призлă вырăнсем çĕнсе илет. Пĕлтĕрхи вĕренÿ çулĕнче вăл акăлчан, вырăс чĕлхисемпе мала тухнă, историпе призерсен йышне кĕнĕ.

Ирина юрлама та ăста. Акăлчан чĕлхипе республикăра иртекен «Евровидени» конкурса, наукăпа практика конференцийĕсене те хастар хутшăнать.

Çак маттур вĕренекенсем кăçал та шкулти олимпиадăсенче пысăк балл пуçтарнă, халĕ хĕрсех районтине хатĕрленеççĕ.

Андрейпе Ольга кăçал, Ирина иртнĕ çул вĕренÿри пысăк ÿсĕмсемшĕн, ăсталăхшăн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятарлă стипендине тивĕçнĕ.

В.КИРИЛЛОВА сăн ÿкерчĕкĕнче: И.Светопольская, А.Ефимов, О.Сидорова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code