Пятница, Ноябрь 16, 2018
Главная > Общество и право > Транспорт хатĕрĕ мар

Транспорт хатĕрĕ мар

Мотоблоксем хутшăннипе республикăри çул-йĕрсем çинче çулсеренех аварисем пулаççĕ. 2017 çулта республикăра çакăн евĕр 12 ДТП регистрациленĕ, вĕсенче 2 çын вилнĕ, 12-шĕ аманнă.

Районта мотоблок хутшăннипе иртнĕ çул 2 авари пулнă пулсан, кăçал çакăн евĕр инкек пулман. Çапах та çакă лăпланса лармаллине пĕлтермест. Çул-йĕр яланах сыхлăхлă та тимлĕ пулма хистет — инкексем ан пулччăр тесен правилăсене çирĕп пăхăнмалла.

Мотоблок транспорт хатĕрĕ мар, ял хуçалăх ĕçсене пурнăçламалли техника шутланать. Çавăнпа та унпа автотранспортсем çÿрекен пĕрлехи çул çине тухма юрамасть /енчен те тепĕр вырăна илсе çитермелле пулсан ăна урăх транспорт хатĕрĕпе турттармалла/. Мотоблок прицепĕ çине пассажирсене лартма юраманнине те асрах тытар.

Правилăсене пăссан мотоблок хуçине административлă майпа явап тыттараççĕ, штраф виçи 800 тенкĕрен пуçласа 1500 тенкĕ таран. Мотоблок хутшăннипе аварисем ытларах ака-чÿк уйăхĕсенче пулса иртнине тĕпе хурса çак тапхăрта уйрăмах тимлĕ пулар.

Алексей СЕРГЕЕВ,
ГИБДД инспекторĕ.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code