Четверг, 18 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > «Ырă кун, эпĕ сирĕн участковăй»

«Ырă кун, эпĕ сирĕн участковăй»

Ял тăрăхĕсенчи йĕркелĕхе тивĕçлĕ шайра тытса тăрас ĕçре полицин участоксенчи уполномоченнăйĕсен тÿпи пысăк.

Халăха вĕсемпе çывăхрах паллашма май туса парас, граждансен йĕрке хуралĕн ĕçченĕсене шанаслăхне ÿстерес тĕллевпе Чăваш Республикин шалти ĕçсен министерстви «Ырă кун, эпĕ сирĕн участковăй» ятпа акци йĕркелет.

Акци тапхăрĕнче йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем çуртсемпе хваттерсенче пулса хуçисене хăйсемпе паллаштарĕç. Юлашки вăхăтра халăх тĕрлĕ ултавçăран хур тÿснĕ тĕслĕхсем нумайлансах пынине тĕпе хурса вĕсем кашнинех преступниксенчен упранас йĕркесем пирки каласа кăтартĕç.

Э.НИКОНОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code