Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Юратнă ĕç хавхалану кÿрет

Юратнă ĕç хавхалану кÿрет

Автомобилист кунне пирĕн çĕршывра 1976 çултанпа паллă тăваççĕ. Октябрь уйăхĕн юлашки вырсарни кунĕнче /кăçал октябрĕн 28-мĕшĕнче/ уявлаççĕ ăна.

«Прогресс» хуçалăхра 1983 çултанпа водительте, 2000 çултанпа гараж заведующийĕнче тăрăшакан Геннадий Крылов, 20 çул ытла водительте вăй хуракан Николай Романовпа Александр Егоров хăйсене шаннă тивĕçе кăмăлласа пурнăçлаççĕ. Юратнă професси хавхалану кÿнине палăртаççĕ вĕсем. Ертÿçĕ ĕçе тĕрĕс йĕркелеме, ĕçченсемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлнипе пур çĕрте те йĕрке хуçаланать машинăпа трактор паркĕнче. Водительсем техникăна тĕплĕ юсаса тăнăран тата тирпейлĕ тытнăран автомашинăсене патшалăх техника тĕрĕслевĕ витĕр вăхăтлă кăларса пынине те палăртмалла.

Е.ПЕТРОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Николай Романовпа Александр Егоров водительсем Геннадий Крыловпа /варринче/ канашлаççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code