Понедельник, 15 августа, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Комсомол пирĕн чĕресенче

Комсомол пирĕн чĕресенче

Октябрĕн 29-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри Ленинла Коммунистла Çамрăксен Союзне йĕркеленĕренпе 100 çул çитрĕ.

Комсомол историйĕ тĕлĕнмелле пуян. Яш-кĕрĕмпе хĕр упраç ВЛКСМ организацийĕсенче тăрса обществăшăн ырă ĕç тунипе палăрнă. Аттелĕхĕн Аслă вăрçинчи комсомолецсен паттăрлăхне /73 çул хушшинче комсомол ултă ордена тивĕçни ахальтен мар/, вăрçă хыççăн çĕршыва ура çине тăратса çĕнĕ заводсемпе фабрикăсем, колхозсемпе совхозсем çĕкленине, Пĕтĕм Союзри ударлă комсомолецсен стройкисене, çерем çĕр уçнисене… паянхи аслă ăру çынни лайăх пĕлет. Раççейри миллион-миллион çамрăк тăнă çак организацире.

1991 çулхи сентябрь уйăхĕнче ВЛКСМ саланса кайрĕ. Эпир, иртнĕ ĕмĕрĕн 30-60-мĕш çулĕсенче çуралнă ĕнерхи комсомолецсем, çĕршывăн чăн-чăн патриочĕсем пулса çитĕннĕ, халĕ те Тăван çĕршыва чунпа, чĕрепе юратса уншăн усăллă çынсем пулса ĕçлетпĕр.

Унтанпа нумай çул иртрĕ, нумай шыв-шур юхрĕ. Апла пулин те комсомол пирĕн чĕресенче. Çакăнпа çыхăннă вăхăтсем, пĕрле ĕçленĕ тантăшсем, çамрăклăх манăçăнмасть. Тĕрлĕ çулсенче районти ВЛКСМ райкомĕнче, ялсенчи, предприятисемпе учрежденисенчи пуçламăш комсомол организацийĕсенче тĕрлĕ çулсенче ĕçленĕ харсăрсем шăпах уяв тĕлне «çавра сĕтел» хушшине пуçтарăнчĕç.

Чи малтанах хастар чун-чĕреллĕ комсомолецсем çак çутă тĕнчерен уйрăлса кайнисене асăнса пĕр минут шăп тăчĕç. Унтан икĕ ăрури хастарсем – Рифкат Харисовпа Юрий Ласточкин Тĕп лапамри Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче пуçĕсене хунă паттăрсене асăнса лартнă палăк умне чечек кăшăлĕ хучĕç.

Уяв программине «Елчĕк ен» хаçатăн тĕп редакторĕ, 1987-1990 çулсенче ВЛКСМ райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулнă Николай Малышкин ертсе пычĕ. Вăл чи малтанах районти комсомол организацийĕн историйĕпе кĕскен паллаштарчĕ. Сăмах май, вăхăтĕнче хăйсен шăпине çамрăксен организацийĕпе çыхăнтарнă, ĕçре, обществăра хастар чĕреллĕ пуçаруçăсем – Николай Алексеев, Клавдия Леонтьева, Иван Пугачев, Александра Сайкина, Любовь Александрова тăрăшнипе 2013 çулта пичетленсе тухнă, тĕрлĕ ăрури комсомолецсен аса илĕвĕнчен йĕркеленĕ «Крылатая молодость» кĕнеке те районти çамрăксен организацийĕн ĕç-хĕлне анлă çутатать.

«Çавра сĕтел» хушшинчи ăш пиллĕ калаçăва пуçтарăннисем пурте тенĕ пекех çамрăксен организацийĕсем мĕнле ĕçленине, пархатарлă пулăмсене хутшăннине, хăйсем ВЛКСМ членне кĕнине, мĕнле кăмăл-туйăмпа ĕçленине ытарлăн аса илчĕç. ВЛКСМ районти комитетне юлашкинчен ертсе пынă Любовь Александрова ветеран-комсомолецсене – Илья Трофимова /Кушкă/, Алимпия Фоминăна /Çĕнĕ Пăва/, Илья Левыя /Çирĕклĕ Шăхаль/, Рифкат Харисова /Сăрьел/, Николай Кириллова /Вырăскасси/ грамотăсем парса чыс турĕ.

Тĕл пулу питĕ хаваслă та илĕртÿллĕ иртрĕ. ВЛКСМ ретĕнче тăнисем, пĕр пек шухăшлă хĕрсемпе каччăсене ертсе пынисем тунă ырă ĕçсем, пĕрле ĕçленĕ тантăшсем, çамрăклăх манăçа тухманни тепĕр хут çирĕпленчĕ. Ĕнерхи комсомолецсем паян кирек мĕнле сферăра тăрăшсан та пуçарулăхпа палăраççĕ, яланах яваплăха туяççĕ, вĕсен хастарлăхĕ чакман, çамрăксене хăйсен шухăш-кăмăлне палăртассине, патриотла воспитани парассине мала хураççĕ.

Комсомолецсен янăравлă юррисем шăранчĕç те шăранчĕç тĕрлĕ ăрурисен тĕл пулăвĕнче. Çамрăклăхри хастарлăх кашнийĕн кун-çулне вăрăмлатса тăтăр, мăнуксене тивĕçлĕ воспитани пама хавхалантарса пытăр.

В.КИРИЛЛОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: районти хастар комсомолецсен пĕр ушкăнĕ.

Редакцирен:
Комсомол юбилейне хăш-пĕр ял тăрăхĕнче те анлăн паллă тунă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code