Среда, 16 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Пахчара мăкăнь ан ÿстĕр

Пахчара мăкăнь ан ÿстĕр

Наркомание хирĕç кĕрешесси çине ШĔМĕн районти полици пайĕн сотрудникĕсем те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çавна май кашни çулах 3 тапхăрпа «Мăкăнь» операци ирттересси йăлана кĕнĕ.

Çак хушăра рейдсем, халăх хушшинче ăнлантару ĕçĕсем пыраççĕ. Кăçал наркотик хатĕрĕсен, психотроплă хутăшсен саккунсăр çаврăнăшне хирĕçле сферăра йĕркене пăснăшăн 1 çынна айăпланă. «Мăкăнь» операци вăхăтĕнче ăнсăртран пахчара мăкăнь çитĕнтернĕ 5 çуртăн хуçине асăрхаттарма тивнĕ йĕрке хуралĕн ĕçченĕсен. Халăхăн çакна çирĕп пĕлмелле: енчен те пахчара е кил картинче мăкăнь е кантăр çитĕнет пулсан, ăна пĕр тăхтаса тăмасăр çăлса ывăтмалла. Унсăрăн саккун умĕнче явап тытма тивĕ.

Э.НИКОНОВ,
полицин районти пайĕн пуçлăхĕн çумĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code