Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пуçаруллисене патшалăх пулăшать

Пуçаруллисене патшалăх пулăшать

Октябрĕн 26-27-мĕшĕсенче Шупашкарта коммерциллĕ мар организацисен III форумĕ иртнĕ.

Малтанхи кун Чăваш наци музейĕнче йĕркеленĕ стратеги сессийĕнче социаллă капитал территорисене аталантарма пулăшни тавра калаçнă. Тепĕр кунне форум ĕçне хутшăнакансем «Шупашкар – Арена» пăр керменне пуçтарăннă. Республика Пуçлăхĕ Президент гранчĕсен конкурсĕнче çĕнтернĕ проектсен куравĕпе паллашнă.

«Пĕтĕм аслă ĕçе чĕре хушнипе тăваççĕ», – Людвиг ван Бетховен каланинчен пуçланă хăйĕн сăмахне Михаил Васильевич. Республикăри общество организацийĕсен шучĕ 1 пинрен иртнине, çак йышри çынсем çĕршыв пуласлăхне хăйсен тÿпине хывнине, пуçаруллă халăхăн проекчĕсене пурнăçа кĕртмешкĕн хыснаран пысăк укçа уйăрнине палăртнă вăл.

Общество палатин председателĕ Алексей Судленков малтанхи форумсен сĕнĕвĕсене республикăн аталану программине кĕртнине аса илтернĕ. Хальхи форумра социаллă пулăшу, ыр кăмăллăх, территорисен тата вырăнти пĕрлешÿсен аталанăвĕ, социаллă предпринимательство тавра хускатнă ыйтусене те Правительствăра пăхса тухасса шаннине каланă вăл.

Михаил Игнатьев гранта тивĕçнисемпе уйрăммăн тĕл пулнă. Общество хастарĕсем – «Асамат кĕперĕ» культурăпа курав центрĕн ертÿçи Нина Смирнова «Чăваш Ен сăнĕсем» стендпа, Республикăри фитнес-аэробика федерацийĕн президенчĕ Оксана Вербина сывă пурнăç йĕркине сарас, Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ Валерий Клементьев тăван халăх культурине аталантарма пулăшакан, Раççейри ача-пăча фончĕн республикăри уйрăмĕн пуçлăхĕ Юрий Кислов «Чăваш енри шкул волейбол лиги» чемпионачĕ» çинчен, «Веда» шырав отрячĕн председателĕ Павел Просуков салтаксен çĕр айĕнчен кăларнă япалисен музейне тăвасси пирки хатĕрленĕ проекчĕсемпе паллаштарнă.

ЧР экономика аталанăвĕн, промышленность, суту-илÿ министрĕ Владимир Аврелькин коммерциллĕ мар организацисен центрне туса хума сĕннĕ.

Сăмах май каласан, кăçал Президент гранчĕсен фондĕнче республикăри коммерциллĕ мар организацисем хатĕрленĕ 134 проекта пăхса тухнă. Конкурсăн пĕрремĕш тапхăрĕнче 62 проектран 10-шне пурнăçа кĕртмешкĕн 9,5 миллион тенкĕ уйăрнă. Кĕçех иккĕмĕш тапхăра пĕтĕмлетеççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code