Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Турхан ялĕнчи Турхансем

Турхан ялĕнчи Турхансем

Чăваш хутлăхĕнче Турхан ятлă ялсем, шăпах çакăн евĕр илтĕнекен хушаматсем те сахал мар. Авалхи чăваш сăмахĕнчи çак ят мăнаçлăн, хăюллăн янăранăн туйăнать. Турхан – пуян та чаплă ял, çыннисем – харсăр, Турхан хушаматлисем вара ĕçре те, вĕренÿре те, пурнăçра та хăйсен вырăнне тупнă çынсем. Алă ăсти – Алексей Григорьевич Турхан шăпах çакăн пек çынсенчен пĕри пулнă.

Вăл, 1927 çулта çуралнăскер, 6 тултарсанах тăлăха тăрса юлнă. Апла пулин те кăмăл-туйăмĕ çирĕп пулнă унăн. Çĕнĕ Пăва шкулĕнче 7 класс пĕтернĕ. Ар шутне кĕрсен тĕреклĕ те çирĕп сывлăхлă çамрăка салтака илнĕ – 7 çул Çурçĕр Тинĕс флотĕнче службăра тăнă, Аттелĕхĕн Аслă вăрçине хутшăннă.

1952 çулта салтакран таврăннă хыççăн малалла вĕреннĕ, 8-10 класс ачисемпе пĕрле юнашар вăтам пĕлÿ илнĕ. Çак вăхăт тĕлне вăл авланса çемье çавăрма та ĕлкĕрнĕ пулнă ĕнтĕ. Сăмах май, мăшăрĕпе Антонина Виталиевна Германовăпа пĕр класрах пĕлÿ илнĕ вĕсем.

Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн мал ĕмĕтлĕ çамрăк Канашри МТСра механизатора вĕреннĕ. Ун хыççăн тăван хуçалăхра çак профессипе вăй хунă, пархатарлă ĕçĕшĕн вăл «Елчĕк районĕн хисеплĕ механизаторĕ» ята тивĕçнĕ. Апла пулин те малалла вĕренес кăмăлĕ иксĕлми пулнă унăн. Алă ăсти пулнипе палăрса тăракан Алексей Григорьевич 1957 çулта Шупашкарти ÿнер училищине вĕренме кайса кĕнĕ. Унтан ăнăçлă вĕренсе тухнă хыççăн Çĕнĕ Пăва шкулĕнче ĕçлеме пуçланă, черчени, рисовани, машиноведени предмечĕсене ертсе пынă. Ачасем хăйсен вĕрентекенне юратнă пек предметсене те юратса вĕреннĕ. Шкул пурнăçĕнчи ирĕк вăхăтра вырма ĕçĕсене хутшăннă – комбайнер пулса тимленĕ. 1970 çулта ĕçри çитĕнÿсемшĕн «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ» ята тивĕçлĕ пулнă, ăна мотоцикл парнеленĕ. Алексей Турхан 1967 çулхи йывăр çанталăк условийĕнче çĕр çумне выртнă тыр-пула вырмалли лайăх меслет шутласа кăларнă. Çавăншăн вăл ВДНХ медальне тивĕçнĕ. Унсăр пуçне, вăл комбайна çĕнетмелли мел те шутласа кăларнă, изобретение Мускавах ярса панă.
Алексей Григорьевич тĕлĕнмелле пултаруллă çын, хăй мĕн шухăшланине, ума илнĕ кирек епле тĕллеве те пурнăçлама пултарнипе палăрса тăнă. Çĕнĕ Пăва шкулĕнчи тăван тавралăх музейне те вăл тăрăшнипе йĕркелесе янă.

Мăшăрĕпе 5 ача çуратса ÿстернĕ, вĕсене пурне те аслă пĕлÿ илме пулăшнă. Шел, ырă çыннăн ĕмĕрĕ кĕске пулчĕ, йывăр чире пула 1974 çулхи май уйăхĕнче – çут çанталăк чĕрĕлсе ешернĕ вăхăтра вăл пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ.

Турхансен йăхĕнчи çынсем ĕненÿшĕн, тĕрĕслĕхпе тасалăхшăн тăрăшакансем пулнине те ял-йыш пĕлсе тăрать. Алексей Григорьевичăн тăван аппăшĕсем – Тарьепе Паçук пирки шăпах çакна калассăм килет. Тарье вĕрентекен пулнă, вăл Уфа кĕпĕрнинчи Пуçпÿлек ялĕнче чиркÿпе прихут шкулĕнче ĕçленĕ. Революци тапхăрĕ пуçлансан унăн яла таврăнма тивнĕ. Вăл Турă саккунĕсене, православи чиркĕвĕн вĕрентĕвĕсене пăхăнса пурăннă, çырма хĕрринчи çĕр пÿртре кĕл туса пурăннă. Иртнĕ самана урмăшĕ Православи тĕнне уяса пурăнакансене ытларах хĕсĕрленĕ, священниксене сăлтавсăр айăпласа пере-пере пăрахнă, ĕненекенсене репрессиленĕ. Тарьепе Паçука та çак шăпа кĕтнĕ. НКВД çыннисем ĕненекенсене Улатăра тыта-тыта кайнă. Тĕн кĕнекисене купа туса çунтара-çунтара янă. Кĕрхи сивĕ кунсенче Тарьепе Паçука урама кăларса тăратнă, вĕсене кастаракан çил çинче тытнă, шывпа саптарнă. Ун хыççăн вĕсем иккĕшĕ те йывăр чирлесе ÿкнĕ – тĕрмерех вилнĕ. Чăннипех, ытла та хаяр, усал вăхăт пулнă-çке.

…Пурнăçра ачисем ашшĕнчен тĕслĕх илни, унăн ĕçне малалла тăсни вара – чи пархатарли. Алексей Григорьевичăн пултарулăхĕ, лайăх енĕсем унăн Олег тата Игорь ывăлĕсен чун-чĕрисене ытларах та кĕрсе вырнаçнăн туйăнать. Асли – Олег 1958 çулта çуралнă, салтакран таврăннă хыççăн Чăваш патшалăх педагогика институтне вĕренме кĕнĕ. Ÿнерпе графика факультетне пĕтернĕ хыççăн Шупашкарти 50-мĕш номерлĕ шкулта черчени, рисовани предмечĕсене ертсе пынă. Ун хыççăн И.Н.Ульянов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх университетĕнче вăй хучĕ. Ĕçленипе пĕр вăхăтрах юридика факультетĕнче малалла пĕлÿ илчĕ. Анчах Олег Алексеевичăн ĕмĕрĕ пит кĕске пулчĕ, вăхăтсăр пурнăçран уйрăлса кайрĕ.

1960 çулта çуралнă Игорь ялти ытти çамрăксем пекех, салтакра пулнă. Малалла вĕренес ĕмĕтпе 1981 çулта Шупашкарти ял хуçалăх институтне çул тытнă, инженер-механик специальноçне алла илнĕ. Дипломлă специалист тăван тăрăха мăшăрĕпе пĕрле таврăннă. Вера Петровна – Муркаш районĕн хĕрĕ, вăл – экономист-бухгалтер, институтран хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухнă.

Игорь Турхан 1987 çулта «Урожай» колхозра инженерта ĕçлеме тытăннă. Ĕçленĕ вăхăтрах педагогика университетĕнче, ашшĕпе Олег пиччĕшĕ пекех, художествăпа графика факультетĕнче вĕреннĕ. Каярахпа Çĕнĕ Пăвари вăтам шкула учитель пулса вырнаçнă. Сăмах май, Турхансен – ашшĕпе ывăлĕсен ÿнер куравĕсем çав çулсенче районта, Шупашкарта темиçе те пулса иртнĕ.

Çуллахи каникул вăхăтĕнче Игорь Алексеевич комбайн штурвалĕ умне ларнă. 1996-2003 çулсенче вăл шкул директорĕ пулса ĕçлерĕ, хăйне шанса панă яваплă ĕçе тивĕçлипе тÿрре кăларма пултарчĕ.

Ял çыннисемпе ĕçтешĕсем Игорь Алексеевич ашшĕ пекех ылтăн алăллă çын пулнине палăртаççĕ. Унăн аллинче темĕнле япала та çĕнĕ чун туянать, илемпе пуянланать. Мăшăрĕпе /Вера Петровна – Курнавăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ/ икĕ хĕрпе пĕр ывăл çитĕнтернĕ, тивĕçлĕ воспитани панă. Аслă хĕрĕ – Евгения И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн экономика, Екатерина – медицина факультечĕсенчен вĕренсе тухнă, хăйсен специальноçĕсемпе ĕçлеççĕ. Алексей те хальхи вăхăтра çак университетра, электротехника факультетĕнче ăс пухать.

Ачисем те аслашшĕпе ашшĕн çулĕсене такăрлатаççĕ, тирпейлĕхпе ĕçченлĕхпе палăрса тăраççĕ. Чăннипех те маттур Турхан ялĕнчи Турхансем.

Л.ВИКТОРОВА,
Курнавăш ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ.

Сăн ÿкерчĕкре: ашшĕ: Алексей Григорьевич Турхан.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code