Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Паттăрсене манмаççĕ

Паттăрсене манмаççĕ

Иртнĕ кунсенче Правительство çуртĕнче хăйсен тивĕçне пурнăçланă чухне пуçне хунă милици ĕçченĕсен тăванĕсене наградăсем панă.

«Паттăрлăхшăн» медале тивĕçнисен йышĕнче 2005 çулта Грозный хулинче вилнĕ пирĕн ентеш – Курнавăш ялĕнче çуралса ÿснĕ Сергей Фомин старшина та пур. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев наградăна хастар милиционерăн мăшăрне Надежда Фоминăна панă. Амăшне медаль панă çĕре Фоминсен Кирилл ывăлĕ те килнĕ. Сăмах май каласан, вăл Раççей Федерацийĕн Шалти ĕçсен министерствин Чулхулари академийĕнче вĕренет. 5-мĕш курс студенчĕ, полицин кĕçĕн лейтенанчĕ, хальхи вăхăтра ашшĕ службăра тăнă çĕрте стажировка ирттерет.

Михаил Васильевич хăйсен ĕçне тÿрĕ чунпа пурнăçлакан паттăр та хăюллă çынсем пуррипе тăнăçлăхра пурăннине, вĕсем яланах пирĕн асра пулнине палăртнă.

Тăлăх арăмсем республика тата Шалти ĕçсен министерствин ертÿçисене хăйсен мăшăрĕсене манманшăн тав тунă.

Аса илтеретпĕр: Сергей Фомин 1973 çулхи сентябрĕн 27-мĕшĕнче çуралнă. 1991 çулхи ноябрĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа 1993 çулхи октябрĕн 25-мĕшĕччен Псков хулинче çар службинче тăнă. Çартан таврăннă хыçăн Çĕнĕ Шупашкар хулин йĕркелĕх хуралне милиционер-водителе вырнаçнă. 2005 çулхи март уйăхĕнче Чечен Республикине командировкăна кайнă. Çав çулхи сентябрĕн 16-мĕшĕнче служба тивĕçĕсене пурнăçланă чухне вилмеллех аманнă.

Сергей Анатольевич милици старшини пулнă. Вăл «Службăра палăрнăшăн» /III степень/, «Шалти ĕçсен министерствине йĕркеленĕренпе 200 çул çитнĕ май» медальсене тивĕçнĕ.

Хальхи вăхăтра унăн тăван ялĕнче амăшĕ – Лидия Николаевна – пĕчченех пурăнать. Амăшĕн чун-чĕрери суранĕсем пирки калама кирлех те мар пулĕ. Ăна ывăлĕсене çухатнă кашни амăшĕ лайăх ăнланать…

В.АЛЕКСЕЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code