Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Сиенлĕ йăларан хăтăлар

Сиенлĕ йăларан хăтăлар

Кашни çулах ноябрь уйăхĕн виççĕмĕш кĕçнерникунĕнче çак куна паллă тăваççĕ. Ăна Америкăри онкологи обществи 1977 çулта пуçарса янă.

Пирус туртакан çын ватлăх кунĕсем çитиччен пурăнасса шанма йывăр. Нивушлĕ паянхи çамрăкăн ватăличчен пурăнас килмест? Мĕншĕн малашлăх çинчен шутламаççĕ-ха вĕсем? Çулсеренех табак туртнине пула çĕр-çĕр çын вилет. Çын мĕн чухлĕ туртать, çавăн чухлĕ хăйĕн сывлăхне ытларах пĕтерет.

Никотин çыннăн пĕтĕм организмне пырса тивет: сывлав çулĕнчен пуçласа усал шыçă таранах. Çыннăн иммунитетне пĕр шелсĕр аркатать, вăраха кайнă чирсем тепĕр хут вăй илсе алхаснин сăлтавĕ те çаках. Хăтăлăр çав йыт çимен япаларан. Сигарет туртма пăрахсан вăхăт та, укçа та, сывлăх та хутшăнать. Кунтан пысăк пуянлăх пур-ши?

Хăвăр тĕллĕн пăрахаймастăр пулсан талăксерен ĕçлекен /8352/-48-03-84 номерлĕ телефонпа çыхăнса канăç паман ыйтусене татса парăр. Хăть ыран ан туртăр, сывлăхăра упрăр.

А.МОЛОСТВОВ,
психиатр тухтăр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code