Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сăвап ĕмĕре çĕр-анне парнине!

Сăвап ĕмĕре çĕр-анне парнине!

Тыр-пул çитĕнтерекенсемпе выльăх-чĕрлĕх фермисенче вăй хуракансем, сумлă ĕç ветеранĕсем черетлĕ çулталăкри уй-хир ĕçĕсене тата выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи 9 уйăхри кăтартусене сумлă кĕрекере – ял хуçалăхĕнче тата продукцие тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен шăматкун пулса иртнĕ районти уявĕнче пĕтĕмлетрĕç.

Ял хуçалăх производствинчи кирек хăш ĕçе те çÿллĕ шайра, пысăк пахалăхпа тата тухăçлă йĕркелесе пыма иксĕлми вăй-хал, теветкеллĕх çитерекен Елчĕк енĕн хастар çыннисене саламлама Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Курчаткин, вĕсемпе пĕрле Комсомольски районĕн пуçлăхĕ, «АСК-Яльчики» ОООн генеральнăй директорĕ Хасиятулла Идиатуллин, Чăваш Республикинчи апат-çимĕç фончĕн представителĕ Вячеслав Грибов тата Ял хуçалăх министерствин официаллă операторĕ шутланакан Çĕнĕ Шупашкарти «Восток» ООО директорĕ Людмила Смирнова килсе çитрĕç. Район тата администраци пуçлăхĕсем – Ираида Васильевăпа Николай Миллин, ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов, районти культура ĕçченĕсем вĕсене сума суса çăкăр-тăварпа кĕтсе илнĕ хыççăн уяв савăнăçлă лару-тăрура пуçланчĕ.

Çут çанталăк хресчене кашни çул çирĕп тĕрĕслет. Апла пулин те вĕсем хăйсем палăртнă тĕллевсене чыслăн пурнăçлаççĕ. Ял хуçалăх пайĕн начальникĕн Петр Тремасовăн докладĕнче те çак шухăш яр уççăн палăрчĕ. Çу уйăхĕсенче пирĕн тăрăхра пĕрех хут çĕре витермелле çумăр çуса панă пулсан кăтартусем тата аванрах пулма пултарнине пĕлсе тăратпăр. Унсăр пуçне, лаптăксене вырăн-вырăнпа пăр çапса кайни те аграрисене самай пысăк сиен кÿнине пытараймăн. Çак çăмăл мар лару-тăрура та районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем пĕрлехи вăйпа кар тăрса тимленин тивлетне кура пысăк лаптăкри /21936 гектар йышăннă/ тĕш тырă культурисене тăкаксăр /пурĕ 59577 тонна, 1 гектар пуçне шутласан – 26,9 центнер/ алла илнĕ. Фермăсенчи выльăх-чĕрлĕхе хĕл кунĕсенче тăрантарса усрама çирĕп апат никĕсĕ хывса хăварнă, пĕр условлă выльăх пуçне шутласан, вăл 34,3 центнер апат единици тивĕçет.

Вырмара ăмăртса ĕçленин кăтартăвĕсем тăрăх «Рассвет» ЯХПК – чи малти. Ял хуçалăх предприятийĕнче 1 гектартан 38,8 центнер тĕш тырă пухса кĕртнĕ. «Энтепе» ОООпа «Сатурн» ЯХПКра та тухăçлă тыр-пул çитĕннĕ. Çĕр улми туса илессипе сарăлнă ăмăртура кашни çулхи пекех «АСК-Яльчики» ООО малта. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи чи сулмаклă кăтартусем – «Победа» ОООра. Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, пĕтĕмпе сĕт, усă куракан 100 гектар çĕр пуçне продукци туса илессин, мăйракаллă шултăра выльăхсене ÿт хуштарассин кăтартăвĕсене ÿстернĕшĕн, отчетлă тапхăрта 1 ĕнерен 6105 килограмм сĕт сунă ял хуçалăх предприятине куçса çÿрекен ялав, диплом тивĕçрĕ.

Отчетлă тапхăрта ял хуçалăх организацийĕсем вырăнта туса илнĕ продукцие сутнинчен пулнă таса тупăш 112 миллион та 543 пин тенкĕпе танлашнă. Пырса кĕнĕ укçа-тенкĕн ытларах пайĕ «АСК-Яльчики» ООО, «Победа» ООО, «Комбайн» ЯХПК, «Прогресс» АХО, «Эмметево» ООО, «Рассвет» ЯХПК тÿпи. Ĕçе тухăçлă йĕркелесе пыракан çак ял хуçалăх предприятийĕсенче вăй хуракансем, паллах, алла тивĕçлĕ ĕç укçи илеççĕ.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн Тав çырăвне вуласа пачĕ. Вăл Елчĕк енри çăкăр çитĕнтерекенсене пархатарлă ĕçĕшĕн хăй енчен те чĕререн тав тунă май кĕскен республикăри аграрисен кăтартăвĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Елчĕксем тыр-пул туса илессипе те, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе те республикăри ытти муниципаллă районсем хушшинче яланах тĕслĕхлĕ ĕçĕ-хĕлĕпе палăрса тăни çинчен палăртса калани уяв кĕрекине ларнă ял çыннин чун-чĕрине ăшăтрĕ, хавхалану кÿчĕ пулинех. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Курчаткин тата ытти хăнасем те ял хуçалăх министрĕн сăмахĕсем çумне хутшăнса АПК ĕçченĕсен ячĕпе нумай ăшă сăмах каларĕç.

Уявра ят-сума тивĕçлисем те йышлăн пулчĕç. Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов, Ленин ячĕллĕ ЯХПКри Антонина Волкова бухгалтер, «АСК-Яльчики» ОООри Виталий Краснов производство заведующийĕ агропромышленность комплексĕн тытăмĕнче нумай çул ăнăçлă ĕçленĕшĕн РФ Ял хуçалăх министерствин Тав çырăвне, ял хуçалăх продукцийĕсене туса илессине ÿстернĕшĕн хресчен /фермер/ хуçалăхĕн ертÿçисене – Александр Бикуловпа Валерий Смирнова РФ Ял хуçалăх министерствин дипломĕсене, кĕмĕл тата бронза медалĕсене парса чыс турĕç. «Рассвет» ЯХПКри Вера Смирнова тĕп бухгалтера ĕçтешĕсем Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвне илме тивĕçлĕ пулнă ятпа саламларĕç. Николай Гладкова /«Нива» агрофирма» ООО директорĕ/, Зинаида Свекловăна /«Победа» ОООри ĕне сăвакан оператор/, Надежда Соколовăна /чăх-чĕп фабрикин ĕçченĕ/, Николай Тимофеева /«Рассвет» ЯХПКри тĕп энергетик/, Алексей Трофимова /«АСК-Яльчики» ОООри склад заведующийĕ/, Дмитрий Чернова /«Комбайн» ЯХПКри тĕп инженер/ Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин, Владимир Крысова /«Сатурн» ЯХПКри механизатор/, Александр Маркова /«Яманчурино» ОООри тракторист-машинист/ Чăваш Республикинчи патшалăх техника асăрхавĕн инспекцийĕн Хисеп грамотисемпе, Андрей Васильева /«Энтепе» ООО директорĕ/, Николай Енедерова /«Рассвет» ЯХПКри тĕп инженер/, Владимир Рахмуллина /«Яманчурино» ООО директорĕ/ «Единая Россия» партин регионри уйрăмĕн Тав çырăвĕсемпе чысларĕç.

Уяври концерт программи те анлă пулчĕ.

Йăлана кĕнĕ тăрăх кĕр мăнтăрĕпе йĕркелекен ял хуçалăх пасарĕнче ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем вырăнта туса илнĕ пахалăхлă продуктсене сĕнчĕç. Çынсем вĕсене хапăлласах туянчĕç, çав вăхăтрах хăйсен шухăш-сĕнĕвĕсене те палăртса калама манмарĕç: «Ял хуçалăх пасарĕсене кĕр мăнтăрĕпе çитес вăхăтсенче тата йĕркелесен те аван пулмалла», – терĕç.

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Сăн ÿкерчĕксенче: уяв саманчĕсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code