Понедельник, Январь 20, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная >  Общество и право > Ачасем – тимлĕхре

Ачасем – тимлĕхре

Чÿк уйăхĕн 20-мĕшĕнче – ачасене право пулăшăвĕ памалли кун.

Çак кун республикăри ялсемпе хуласенчи нумай функциллĕ центрсенче, вĕренÿ учрежденийĕсенче, ача çурчĕсенче, çул çитменнисен социаллă реабилитаци центрĕсенче ачасене тÿлевсĕр право пулăшăвĕпе тивĕçтерессипе тĕрлĕ мероприяти иртет.

Пирĕн районта право пулăшăвĕ паракан 2 консультаци пункчĕ ĕçлет. Ачасен прависемпе интересĕсене, ирĕкĕсене хÿтĕлессипе çыхăннă ыйтусемпе ачасене тата ашшĕ-амăшне Елчĕкри нумай функциллĕ центрти кунсультаци пунктĕнче кунти ĕçченсемпе пĕрле район администрацийĕн вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн специалисчĕсем, Елчĕкри полици пайĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен подразделенин инспекторĕ Людмила Егорова, Андрей Воробьев адвокат, Руфина Воронцова нотариус, Елена Романова педагог-психолог йышăнĕç. Граждансен ыйтăвĕсем çине хуравланисĕр пуçне саккунсен пуххипе те паллаштарĕç вĕсем.

Район администрацийĕн 8-мĕш тата 14-мĕш пÿлĕмĕсенче халăха Алена Арефьева тĕп эксперт специалист /телефон номерĕ – 2-56-12/ тата район администрацийĕ çумĕнчи çула çитмен ачасемпе тата вĕсен прависене хÿтĕлессипе ĕçлекен комиссин секретарĕ Любовь Александрова /2-56-30/ йышăнаççĕ. Вĕренÿ учрежденийĕсенче çак кун право темипе çыхăннă уроксем тата класс сехечĕсем иртĕç.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code