Пятница, Февраль 21, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Район пурнăçĕ

Район пурнăçĕ

Халăха йышăнаççĕ

2018 çулхи ноябрĕн 30-мĕшĕнче 10 сехетрен пуçласа 13 сехетчен район администрацийĕн ларусен пĕчĕк залĕнче /2-мĕш хутра вырнаçнă/ пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмĕнчи саккунсене пăхăнассипе çыхăннă ыйтусемпе йышăну сехечĕсем йĕркелеççĕ.

Граждансене маларах 2-54-53 номерпе шăнкăравласа çырăнма ыйтатпăр.

А.АФАНАСЬЕВ,
район прокурорĕн çумĕ.

 

Йĕкĕреш çуралнă

Ача çурални – телей. Çемьешĕн кăна мар, патшалăхшăн та.

Районти ЗАГС пайĕнче йĕкĕреш çуралнине регистрациленĕ. Çакăн пек паллă пулăм Таяпа Энтринчи Владиславпа Алина Ларионовсен çемйинче пулса иртнĕ. Савăнăçлă ашшĕ-амăшĕ тĕпренчĕкĕсене Тимофейпа Стефания ят хунă. ЗАГС пайĕн тĕп специалисчĕ В.Спиридонова ачасем çурални çинчен калакан свидетельствăна панă май пĕчĕкскерсене, ашшĕ-амăшне çирĕп сывлăх, телей суннă.

 

Пурнăçа юратнинче

«Вăрăм кун-çул вăрттăнлăхĕ мĕнре-ши?» – тесе ыйтсан Кушкăри Перасковия Зайцева: «Пурнăçа, çынсене юратнинче, кулленхи ĕçпе малалла талпăннинче», – тет.

90 çула çитнĕ тыл ветеранне Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ О.Тихонова, В.Рыбкина специалист саламласа РФ Президенчĕн салам открыткине панă, парнепе чысланă.

Ĕмĕрне ĕçре ирттернĕ Перасковия Павловна мăшăрĕпе ултă ачана ура çине тăратнă. Хура-шурне нумай астивнĕ хĕрарăм. Хальхи вăхăтра ăна Людмила хĕрĕ пăхать.

 

Хоккей коробки хатĕр

Лаш Таяпари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул Тимченко фончĕ йĕркеленĕ «Ырă пăр» программăн грант пулăшăвне тивĕçнĕ.

Хоккей коробкине ăсталанă çĕрте аслă классенче вĕренекенсем, волонтерсем тата выпускникем тăрăшнă. Уйрăмах В.Александров, В.Иванов, М.Иванов, Д.Мижеров, В.Егоров, А.Салмин ырă ята тивĕçлĕ. Умра хĕл кунĕсем. Хоккей площадки ачасемпе туласси иккĕлентермест.

 

«Диабет – сахăр мар»

Сахăр диабетне хирĕç кĕрешмелли Пĕтĕм тĕнчери куна халалласа районта тĕрлĕ мероприяти йĕркеленĕ.

«Эпĕ юнри сахăра тĕрĕслеттертĕм. Эсир вара;» акцие районта пурăнакансем йышлăн хутшăннă. Районти тĕп больницăри шурă халатлă ĕçченсем çак чир пирки калаçусем ирттернĕ. «Пятерочка» суту-илÿ центрĕнче йĕркеленĕ сывлăх площадкинче тавар туянакансем юн пусăмне виçтернĕ, сахăртан тĕрĕсленсе юн панă.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code