Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ултавран асăрханăр!

Ултавран асăрханăр!

Республикăра пурăнакан çынсем пĕр талăкра банк картти çинчен 200 пин тенке яхăн çухатнă.

Тĕслĕхсен пысăк пайĕнче халăх карттисен реквизичĕсене ултавçăсене хăех парать, вăрттăн кодне те пĕлтерет. «Сирĕн банк картти çинчи укçа-тенке ултавçăсем хăйсен картти çине куçарма тăнă, пĕр тăхтаса тăмасăр банк карттин реквизичĕсене пĕлтерĕр пире», – преступниксем хăйсене банк ĕçченĕсем евĕр тытса шăнкăравласа янине çынсем тÿрех ĕненеççĕ, вĕсем ыйтакан информацие вĕсене тĕпĕ-йĕрĕпе пĕлтереççĕ те самантрах укçа-тенкĕсĕр тăрса юлаççĕ.

Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерстви ют çынна банк карттин номерне, кодне е ытти информацие пĕлтерме юраманни пирки тăтăшах пĕлтерет. Асра тытăр: телефон урлă шăнкăравлаканпа уйрăмах асăрхануллă пулмалла, карттăпа çыхăннă ыйтусене банка пырса унти специалистсемпе калаçса анчах татса памалла.

А.АЛЕКСЕЕВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code