Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çуп-çапа пуçтарни пит аван

Çуп-çапа пуçтарни пит аван

Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕн администрацийĕ килти хуçалăхран вар пуçĕсене, çырма-çатрана кăларса пăрахнă çÿп-çапа, хытă каяшсене тасатас тĕллевпе нумайранпа кар тăрса ĕçлет. Кашни çуркунне çĕр типсенех çынсене пухса вырăнсăр свалкăсене тасаттарать, анчах тепĕр çуркуннене каллех çÿп-çап, ăпăр-тапăр куписем пуçтарăнаççĕ. Кил хуçисемпе калаçсан пурте: «Эпир нимĕн те пăрахмастпăр. Çунтарса яратпăр», – теççĕ. Ăçтан пуçтарăнаççĕ-ши вара çав вырăнсенче тухса пăрахнă кирлĕ мар япаласем?

Район хаçатĕнче кăçал коммуналлă хытă каяшсене пухакан автомашина ялсем тăрăх çÿренине пĕлтернĕччĕ. Чăнах та, октябрĕн 27-мĕшĕнче ятарлă автомашина, урамсем тăрăх кăшкăртсах, Кĕçĕн Таяпа, Таяпа Энтри ялĕсенче пурăнакансен хытă каяшĕсене пуçтарма килнине систерчĕ. Кĕçĕн Таяпара хытă каяшсене пуçтарассине ял администрацийĕн специалисчĕ Л.Ильина тата З.Зиновьева, Таяпа Энтринче ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Л.Морозова тата А.Софронова йĕркелесе тăнă. Ял тăрăхĕн ĕçченĕсем хытă каяшсене пухма килессине малтанах пĕлтерсе хунăччĕ.

Малашне автомашина кашни уйăхра икĕ хутчен килме пуçлать тесе пĕлтерчĕç. Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕнчи ялсенче уйăхăн пĕрремĕш эрнинчи тата виççĕмĕш эрнинчи шăматкун пуçтараççĕ. Михĕсене çав кун анчах контейнер патне тухса хумалла. Çак йĕркене пăхăнмасан контейнер патĕнче каллех тирпейсĕрлĕх хуçаланас хăрушлăх пысăк.

Кирлĕ мар свалкăсемпе патшалăх енчен кĕрешме пуçланă пулсан çак ĕçе пурнăçа кĕртеççех. Çемьери кашни çынран коммуналлă хытă каяшсене машинăпа пухса çÿренĕшĕн уйăхне 74 тенкĕ те 40 пус илеççĕ. Çÿп-çапа парсан-памасан та укçине пурне те тÿлеттереççĕ. Темшĕн çĕнĕлĕхсене хăшĕ-пĕри йышăнасшăн мар. Тавралăх таса пулни пуриншĕн те лайăх. Çырмари е ытти çĕрти тасамарлăха курсан хамăр пурте йĕрĕнсе иртсе каятпăр, çавах кирлĕ мар япаласене çавăнтах кайса пăрахатпăр. Тирпейлĕрех пуласчĕ, тăван тăрăха варалас марччĕ, тасамарлăхран тĕппипех хăтăласчĕ. Малашне çÿп-çап автомашини яла килсен килте пухăннă ăпăр-тапăра тухса парасчĕ, активлă пуласчĕ. Çак калăпăшлă ĕç ăнăçлă пулса пырасса шанас килет.

О.МИРОНОВА,
педагогика ĕçĕн ветеранĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code