Вторник, 16 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Сцена çинче 50 çула яхăн

Сцена çинче 50 çула яхăн

Елчĕк ялĕнче çуралса ÿснĕ Валентина Музыкантова артистка 70 çулхи юбилейне кĕтсе илчĕ.

Çак сумлă пулăма ентешсемпе пĕрле паллă тума Валентина Ивановна тăван тăрăха килчĕ. Ольга Туркай пьеси тăрăх лартнă «Чи кирли, чи юратни…» /Ален Делон/ спектакльте Люсена Ивановна рольне вылярĕ вăл. Кам калĕ ăна çичĕ теçетке урлă каçнă тесе: çамрăк чухнехи пекех вăр-вар та вашават, сăн-пичĕ илемлĕ, пĕвĕ-сийĕ яштака…

Валентина Ивановна Чăваш çамрăкĕсен театрĕнче 1972 çултанпа ĕçлет. Çĕрпÿри çутĕç училищинче театр уйрăмне вĕренсе пĕтерсенех вырнаçнă та унта, театр искусствин асамлă тĕнчине кĕрсе ÿкнĕ. Пултарулăх çулне ентешĕмĕр Чăваш Енри театр искусствин паллă деятелĕсем Зоя Ярдыкова, Алексей Васильев ертсе пынипе пуçăннă, пултарулăхĕпе ăсталăхне Иосиф Дмитриев, Вячеслав Оринов режиссерсемпе тата ÿстернĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче Валентина Музыкантова спектакльсенче тĕрлĕ сăнарсене калăпланă. Уйрăмах вăл сăнарланă А.Островскин «Аслатинчи» Катерина, А.Артемьевăн «Салампинчи» Салампи, А.Васильевăн «Тавах, аннеçĕм» драмăри Оксана ролĕсене куракан халĕ те лайăх астăвать. Чăваш хĕрарăмĕн сăнарне чун-чĕрипе, тыткаларăшĕпе сăнарлать вăл. Ÿнерçĕсен çемйинче çуралса ÿснĕренех-тĕр хăй те ÿкерсе хунă пике евĕр чипер.

1984 çулта театр искусствине аталантарнă çĕрте пысăк тÿпе хывнă ентешĕмĕре Чăваш АССР тава тивĕçлĕ артистки ят панă. Хÿхĕм артисткăн сцена çинчи пултарулăхне Тутарстан, Пушкăртстан Республикисенче, Ульяновск, Самар, Оренбург облаçĕсенче, Мускав, Санкт-Петербург, Ульяновск, Димитровград, Нижнекамск, Уфа хулисенчи куракан та пысăк хак панă. Театр çак тăрăхсене час-часах гастрольпе тухса çÿренĕрен В.Музыкантовăна лайăх пĕлеççĕ. 2004 çулта ăна «Чăваш Республикин халăх артистки» ят панă. 45 çул ытла В.И.Музыкантова Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн сцени çинче чун ыйтнă пек хастар тăрăшать. Çавăн пекех Чăваш телевиденийĕпе радиора та чылай вăй хурать вăл. Унăн сасси илемлĕ, ăна кирек ăçта янрасан та уйăрса илетĕн. Пĕр вăхăт Чăваш радио кăларакан «Ăраскал» передачăра манăн калавсене те епле çепĕççĕн те илемлĕ вуларĕ-ха вăл. Халĕ те спектакль пуçланиччен вăл вулакан сăвă-калавсене, пьесăри сыпăксене итлесе килентĕмĕр. 100 ытла сăнар калăпланă артистка.

Музыкантовсен çемйине республикăра кăна мар, унăн тулашĕнче те лайăх пĕлеççĕ. Мăшăрĕ, Анатолий Николаевич, Чăваш АССРĕн тата Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, вăл «Сувар» халăх ташшин ансамбльне йĕркелесе янă. Ташăçăсен ушкăнĕ Пĕтĕм Раççейри конкурссен лауреачĕ.

Пултаруллă çынсен çемйинче çуралнă ачасем те искусствăран аякра мар. Ирина хĕрĕ мĕн пĕчĕкрен сцена çинче. Малтанах ашшĕ йĕркеленĕ ташă ушкăнĕнче ташланă, халĕ вăл паллă юрăçă, илемлĕ ташшисемпе те тыткăнлать. Амăшĕ çуралнă тăрăха час-часах концертпа килет. Сергей ывăлĕ çыхăну отраслĕнче тăрăшать.

Мухтавлă артисткăна район администрацийĕн культура тата информаципе тивĕçтерекен пай пуçлăхĕ Зарема Князева, Чăваш Республикин, Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Патреккел халăх хорĕн хормейстерĕ Геннадий Борисов, çывăх тăванĕсем саламларĕç, чĕрĕ чечек çыххисем парнелерĕç, Кĕçĕн Пăла юхан шывĕ хĕрринче çуралнă маттур артисткăна зал тулли халăх ура çине тăрса тăвăллăн алă çупса чысларĕ.

В.КИРИЛЛОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: В.Музыкантова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code