Четверг, 18 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тишкернĕ ыйтусен пĕлтерĕшĕ пысăк

Тишкернĕ ыйтусен пĕлтерĕшĕ пысăк

Тунтикун район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура пурнăçра куллен тĕл пулакан ыйтусемпе çыхăннă самантсене уçăмлатрĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ малтанах ноябрĕн 8-9-мĕшĕсенче Елчĕк район территорийĕнче пулса иртнĕ командăпа штаб тренировкине йĕрелесе ирттерес ĕçе хастар хутшăннă яваплă çынсен пĕр ушкăнне Тав хучĕсемпе чысларĕ. Вĕсем: Виталий Рыбкин – район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн начальникĕ, Алена Быкова – район администрацийĕн экономика секторĕн заведующийĕ, Елена Игнатьева – район администрацийĕн культура тата информаципе тивĕçтерекен пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ, Алексей Карабурнашев – полицин районти пайĕн начальникĕн çумĕ, Ольга Кузьмина – Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ, Алевтина Львова – Елчĕкри газ участокĕн ертÿçи, Надежда Сусметова – районти тĕп больницăри медицина сестри-анестезистка, Оксана Такмакова – Роспотребнадзорăн Патăрьелĕнчи территори уйрăмĕн ертÿçи, Нина Чернова – районти ветеринари станцийĕн ветеринари фельдшерĕ.

Кун йĕркинче палăртнă ыйтупа – пенси ÿсĕмне тăснă май граждансене, уйрăммăн илсен, «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнисене социаллă пулăшу парассипе çыхăннă юлашкинчен çирĕплетнĕ улшăнусем çинчен районти социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçи Ирина Аникина тухса калаçрĕ. 2019 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕрекен çак улшăнусем пирки тĕплĕнрех хаçатăн шăматкунхи номерĕнче вуласа пĕлме пулĕ.

Районта иртнĕ эрнере йĕркелесе ирттернĕ пысăк спорт мероприятийĕсем çинчен «Улăп» спорт комплексĕн инструктор-методисчĕ Петр Смирнов чарăнса тăчĕ. Хăй сăмахне ахальтен мар вăл Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев шухăшĕнчен – республикăра спортпа туслисен йышне çулран-çул ÿстерсе пырасси çинчен каланине тĕпе хурса йĕркелерĕ. Тĕрлĕрен спорт мероприятийĕсене тăтăшах хутшăнакан тата пысăк хастарлăхпа палăрса тăракан ял тăрăхĕсене, ĕç коллективĕсене уйрăммăн палăртса тав тунипе пĕрлех çитменлĕхсем пирки те манса хăвармарĕ. Шел пулин те, Аслă Таяпа ял тăрăхĕпе ял хуçалăх предприятийĕсен ячĕпе ÿпкев сăмахне илтме тÿр килчĕ. Петр Смирнов палăртнă тăрăх, чылай чухне вĕсем районта иртекен спорт ăмăртăвĕсенчен пăрăнса юлма тăрăшни сисĕнет.

«Ĕçе тата оборонăна хатĕр» /ГТО/ Пĕтĕм Раççейри физкультурăпа спорт комплексĕн нормативĕсене пурнăçлассипе республика шайĕпе илсен, Елчĕк районĕ малтанхи вăхăтран тытăнсах ырă тĕслĕх кăтартнине пĕлетпĕр. Кăçалхи виççĕмĕш кварталти кăтартусене те лайăхпа хакланă. ГТО нормативĕсене парас ĕç малалла пырать – Раççей шайĕнчи пĕлтерĕшлĕ мероприятие çĕнĕрен те çĕнĕ ĕç коллективĕсем хутшăнаççĕ.

Канашлура ытти çивĕч ыйтусене те сÿтсе явнă.

Светлана АРХИПОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code