Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Улшăнусем кĕртнĕ

Улшăнусем кĕртнĕ

Раççей Президенчĕ В.Путин пенси тытăмне улăштарас тĕлĕшпе панă сĕнÿсене пурнăçлас тĕллевпе Чăваш Республикин саккунĕсене улшăнусем кĕртес ыйту тĕп вырăнта тăнă ЧР Министрсен Кабинечĕн иртнĕ анлă ларăвĕнче. Унта ЧР Патшалăх Канашĕсен депутачĕсем те хутшăннă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пенси тытăмне улшăнусем кĕртнине тĕпе хурса ЧР Правительстви тата Патшалăх Канашĕ кĕске тапхăртах регион саккунĕсене улшăнусем кĕртрĕ. Тĕп ыйту «Ĕç ветеранĕ» ята илессипе çыхăннă. Хальхи вăхăтра эпир «Ĕç ветеранĕ» ята памалли ĕçе çак правилăпа йĕркелесе пыратпăр:

«Раççей Федерацийĕн ĕç ветеранĕ» ята илес тесессĕн çыннăн ведомствăн наградисем пулмалла, хĕрарăмсен ĕç стажĕ 20 çултан, арçынсен 25 çултан кая мар пулмалла.

«Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ята икĕ майпа илме пулать: пенсие тухнă хыççăн Чăваш Республикин наградисемпе тата пенсие тухнă хыççăн хĕрарăмсен 37,6, арçынсен 42,6 çул ĕç стажĕ пулсан.

Çак ĕçе эпир Чăваш Республикин 90-мĕш саккунне тĕпе хурса пурнăçлатпăр. Çĕнĕ çултан вара Чăваш Республикин 90-мĕш саккунĕн 3 статйине улшăнусем кĕреççĕ: малашне «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ята наградăпа тата стажа пăхсах пенсие тухсан мар, хĕрарăм 55, арçын 60 çул тултарсан илме тивĕç пулать.

И.АНИКИНА,
районти социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code