Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Йывăр-и ырă ĕç тума?

Йывăр-и ырă ĕç тума?

Учитель, Çĕр ĕçченĕн, Культура, Экологи… çулталăкĕ. 2018 çул – Ырă ĕçсен тапхăрĕ.

Ачалăх аса килсен шухăшсен авăрĕнче тăтăшах тимуровецсен ĕçĕ-хĕлĕ çиеле тухать. Епле харсăрччĕ ун чухне шкул ачисем. Ватăсене тĕрлĕ пулăшу кÿнĕ вĕсем: çĕр улми кăларнă, вутă касса-çурса тирпейленĕ, картише е хапха умне юртан тасатнă, шыв ăсса килнĕ… Çак е ытти ĕçсене тума вĕсене никам та хушман, хистемен те. Чун-чĕре туртăмĕпе, хăйсем питĕ пуçаруллă пулнăран туртăннă ырă ĕçсем патне. Пурнăçланă ăнăçлă «операцисене» пĕтĕмлетсе отрядри стена хаçатĕнче çутатнă, «Пионер сасси» /халĕ – «Тантăш»/ хаçатпа çыхăну тытнă. Çав вăхăтрах уроксене тума, кил-хуçалăхра ашшĕ-амăшне пулăшма, вăйă-ăмăрту ирттерме те ĕлкĕрнĕ.

Пĕрлехи пархатарлă ĕçсем ачасене хăйне евĕр воспитани витĕмĕ кÿнĕ. Аслă ăрурисене хисеплесси, ĕçе юратасси, тус-юлташлăха упрасси çакăнта никĕсленнĕ мар-и? Ĕнерхи тимуровецсенчен ытларахăшĕ паян та харсăр, тĕрлĕ сферăра тÿрĕ кăмăлпа тăрăшаççĕ. Ырă тăвасси, паллах, халĕ те иксĕлмен вĕсенче.

Паян «тимуровец» сăмах манăçа тухса пырать. Ăна улăштараканĕ – волонтер, обществăшăн кирлĕ ĕç тума килĕшнĕ çын. Асăннă юхăм Раççейĕпех анлă сарăлчĕ. Ырă ĕç тăвакансем патшалăх шайĕнчи пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятисене ирттерме пулăшаççĕ. Çакна çулла пирĕн çĕршывра пулса иртнĕ футболистсен Тĕнче чемпионачĕ те уççăн çирĕплетрĕ. Хăнасем – вăйăçăсем те, болельщиксем те йĕркелÿ шайĕпе питĕ тĕлĕннине, халĕччен кунашкаллине курманнине палăртнă.

Юрĕ, ĕçĕн ăнăçăвĕ вăл ятĕнчен килмест. Ырă ĕç тăвасси те Ырă ĕçсен çулталăкĕнче çеç пулмалла мар. Вăл кашнин ăс-тăнне, чун-кăмăлне çирĕп вырнаçнă, кулленхи пурнăçра йăлана кĕнĕ хăнăху пулмалла. Шкул ачисем те учительсен хушăвĕпе мар, позитивлă ĕçсене хăйсем тĕллĕн хутшăнсан аванччĕ. Кучченеçле пулăшни те ниепле ырă кăмăллăхпа çыхăнмасть.

Хăшĕ-пĕрисемшĕн кулленхи пархатарлă утăм эликсир вырăннех пулĕ, мĕншĕн тесен ырри патне чунĕ туртать вĕсен. Хаçатра Аслă Елчĕкри Сергей Горшков уйрăм пайтаçă ялти стадиона хăтлăлатас тĕлĕшпе шефа илни çинчен çырнăччĕ-ха. Кунта вăл кăçал душ пÿлĕмĕ те тума пикеннĕ, çитес çул хута яма шутлать. Ун пек çĕнĕлĕх ялсенче ăçта пур-ха?! Вăлах ял варринчи Бурмис çырмине кану паркне çавăрас енĕпе тимлет. Курăсăрăн, çынсемшĕн тăрăшнин паллисем татах та пулĕç-ха Сергей Александровичăн.

Сăрьелĕнчи Рифкат Харисов ĕç ветеранне те пĕлмен çын сахал районта. Вăл та ырă ĕçшĕн çунса çеç тăрать. Кĕнеке кăларакансене пулăшать, юбилярсене саламлать,тĕрлĕ мероприятие хастар хутшăнать. Пĕр тĕслĕхне çеç палăртар: Шăмалакра çулла паллă çĕр ĕçченĕ Иван Денисов пурăннă çурт çине асăну хăми вырнаçтарнă. Пуçаруçи кунта Рифкат Сабирович пулнă.

Юлашки çулсенче мал ĕмĕтлисем тăрăшнипе ялсенче укăлча юписене вырнаçтарасси, часавайсем çĕклесси, уйрăм спортсменсене пысăк шайри ăмăртусене хутшăнма пулăшасси те йĕркеленсе пырать.

Пĕр-пĕрне ырă тума тепĕр чухне ăшă сăмах та çителĕклĕ. Уçă кăмăл, чун-чĕререн тухнă туйăм çеç пултăр. Вăй-хал та, укçа-тенкĕ те кирлĕ мар.

Николай МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code