Четверг, Март 21, 2019   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Конкурсра – пикесем

Конкурсра – пикесем

Елчĕкри централизациленĕ клуб тытăмĕнче «Елчĕк ен пики» шоу-конкурс иртнĕ.

Кăçал хăйсен илемлĕхĕпе творчествăри пултарулăхне, ăсталăхне Елчĕк, Курнавăш, Аслă Елчĕк, Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕсенчи 7 пике кăтартнă. Тÿрех калам, Аслă Пăла Тимеш, Лаш Таяпа, Аслă Таяпа, Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕсенче хĕрсем пачах çук-шим? Вĕсем мĕншĕн хутшăнман;

Хĕрсем чи малтанах уяв кĕписем тăхăнса дефиле кăтартнă. Унтан чăваш наци тумне тăхăннă пикесем районти халăх театрĕн режиссерĕ, конкурса ертсе пыракан Вера Панкратован район историйĕпе, культурипе çыхăннă ыйтăвĕсем çине хуравланă, жюри членĕсене килте пĕçерсе килнĕ наци апачĕпе сăйланă, куракансене хăйсен юрлас, ташлас, сăвă калас ăсталăхĕпе тыткăнланă, кĕвентепе «шыв» йăтнă, ушкăнпа пĕрле Амазонка ташшине ташланă.

Шоу-конкурс çĕнтерÿçи – Кристина Боброва /Çĕнĕ Пăва/. Вăл «Елчĕк ен пики – 2018» ята çĕнсе илнĕ. Хăвăлçырмари Кристина Волкова «Елчĕк Вице-пики-2018» ята тивĕçнĕ. «Куракансем кăмăллакан пике» – Мадина Шарифова /Çĕнĕ Пăва/, «Çепĕç пике» – Юлия Воронцова /Патреккел/, «Сăпайлă пике» – Виктория Чернова /Аслă Елчĕк/, «Илĕртÿллĕ пике» – Олеся Анисимова /Кармал/, «Пултаруллă пике» – Люсия Плотникова /Елчĕк шкулĕ/.

Çĕнтерÿçĕне пуç кăшăлĕ тата масмак парнеленĕ, пурне те ятарлă хăюсем çакса янă, призсемпе грамотăсем парса чыс тунă. Яланхиллех конкурс ирттерме «ЭлектроНикс» лавкка ертÿçи Галина Никифорова, Валерий Изратов уйрăм предприниматель, Петр Ермолаев юрăç спонсорла пулăшу аллине тăснă.

Уява Сергей Баранов, Эдуардпа Дарья Степанова, Ульяна Патшина, Вадим Мазюкин тата Таяпа Энтри шкулĕнчи ташă ушкăнĕ илемлĕ юрă-ташăпа хаваслăх кĕртнĕ.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code