Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Район пурнăçĕ

Район пурнăçĕ

Аннесене чысланă

Иртнĕ эрнере районта Амăшĕсен кунне халалланă мероприятисем нумай иртнĕ.

Аннесен уявне республикăри хĕрарăмсен союзĕ те анлă паллă тунă. Чăваш Енри маттур аннесене ЧР Министрсен Канашĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев саламланă.

«Чăваш Ен хĕрарăмĕсен союзĕ» общество организацийĕн председателĕ Алевтина Федорова республикăри хĕрарăмсем халăх хуçалăхĕн тĕрлĕ сферинче тăрăшса вăй хунине, общество ĕçне хастар хутшăннине, спортра çитĕнÿсем тунине палăртнă. Чи маттуррисен йышне районти хĕрарăмсен канашĕ те кĕнĕ, «Хĕрарăмсем – тĕнчене çĕнетекенсем» номинацире çĕнтернĕ, парнене тата Хисеп хутне тивĕçнĕ.

Тĕллевсем пурнăçланаççĕ

Ял хуçалăх тĕллевлĕ объектсене паянхи кун ыйтăвне тивĕçтермелле реконструкци тăвас ĕç районта туллин пурнăçланать. Çакна кура ĕçе тата тухăçлăрах йĕркелемелли майсем уçăлаççĕ.

«Победа» ОООра 400 пуç ĕне выльăх вырнаçмалли çĕнĕ йышши витене /50 миллион тенкĕлĕх/, «Елчĕкри сыр пĕçерекен завод» ОООра сĕт-çу продукцийĕсене типĕтмелли цеха /проектпа смета документацийĕн хакĕ – 40 миллион тенкĕлĕх/ çитес вăхăтрах хута яма палăртни те çакна уçăмлăнах çирĕплетсе параççĕ.

Кăçал ытти проектсен тĕлĕшпе те ăнăçлă вăй хунă. «АСК-Яльчики» ОООра, тĕслĕхрен, 9 миллион тенкĕлĕх хака ларнă çĕр лаптăкĕсене шăвармалли агрегат-установка, «Комбайн» ЯХПКра 5 миллион та 200 пин тенкĕлĕх ял хуçалăх техники туяннă.

Çамрăксен форумĕнче

Етĕрне хулинче «21 регион. Чечекленекен Раççей» халăхсем хушшинчи çамрăксен форумĕ иртнĕ.

Унта республикăри, Атăлçи федераци округĕнчи, Мускаври çамрăксен пĕрлешĕвĕсен представителĕсем, çав йышрах районти çамрăксем те, хутшăннă. Пухăннисене ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Сергей Кудряшов саламланă, активлă яш-хĕрсене социаллă пĕлтерĕшлĕ çĕнĕ проектсене ĕçе кĕртме ăнăçусем суннă.

Район делегацийĕ тĕрлĕ вĕренÿ площадкисенче ăсталăхне ÿстернĕ, ытти тăрăхри пĕрлешÿсемпе килĕштерсе ĕçлеме калаçса татăлнă.

Эрнелĕх иртет

Хальхи вăхăтра районта «Эпир СПИДа хирĕç» эрне пырать.

Ăна халалласа районти тĕп больницăра тĕрлĕ информаци стенчĕсем çакнă, поликлиникăра çак хăрушă чир пирки видеофильм кăтартаççĕ, пациентсемпе калаçусем, 15-49 çулсенчи çынсемпе анкета ирттереççĕ.

Районта ВИЧ-инфекцийĕпе чирлĕ 28 çынна регистрациленĕ. Вĕсенчен 11-шĕ районтах пурăнать. Çак чирпе 5 çын вилнĕ.

Эрнелĕх тăршшĕнче чиртен сыхланас ыйтусем пирки республикăри гигиенăпа эпидемиологи центрне 56-29-54, 56-29-8 «хĕрÿ лини» телефонĕсемпе шăнкăравлама та майсем пур.

Клуба юсаса çĕнетнĕ

Ял çыннисен пушă вăхăтне усăллă ирттермелли кану вырăнĕ вăл, паллах, культура керменĕ.

Хăтлă та çутă, тирпейлĕ çурта кĕрсен кирек камăн та кăмăлĕ çĕкленĕ. Ĕнелти культура çуртне В.Николаев ертсе пыма пуçланăранпа кунта палăрмалла пысăк улшăнусем пулса иртнĕ: хăй тата ял çыннисем, общественность тăрăшнипе Аннесен кунĕ тĕлне клуба çĕнĕ сăн кĕртнĕ. Чи малтанах куракансен залне, сценăна сăрланă, сцена тумне улăштарнă. Спонсорла пулăшу кÿнĕ В.Ершов уйрăм предприниматель, районти Депутатсен пухăвĕн депутачĕ А.Куприянов уйрăмах ырă ята тивĕçлĕ. Тирпей-илем кĕртнĕ çĕрте А.Куприянова, В.Мальцева, А.Исаков, В.Николаев, Н.Николаева, И.Журавлева, Л.Владимирова, Н.Владимирова, О.Владимирова, Елчĕк шкулĕнче вĕренекенсем пысăк пуçарулăх кăтартнă. Çĕнĕ çул уявне Ĕнелсем тулли кăмăлпа кĕтсе илесси куç кĕрет: çĕнĕ музыка аппаратури илме те тĕллев лартнă кунта.

Раççей кубокĕн призерĕ

Мускавра йывăр атлетикăпа Раççей кубокне çĕнсе илессишĕн пынă ăмăртăва Елчĕкре çуралса ÿснĕ Илья Ишмуратов та хутшăннă.

Аслă ÿсĕмрисен йышĕнче Раççей спорт мастерĕ иккĕмĕш вырăна тухнă, кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code