Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Иккĕмĕш мультиплекса хута яраççĕ

Иккĕмĕш мультиплекса хута яраççĕ

Раççей телекуравпа радио хыпарлав сечĕн /РТРС/ филиалĕ «Чăваш Республикин РТПЦĕ» цифрăллă эфир телекуравĕн иккĕмĕш мультиплексăн передатчикĕсене хута яма тытăннă. Ноябрĕн 21-мĕшĕнче Улатăр, Патăрьел, Пăрачкав, Шăмăршă районĕсенче иккĕмĕш мультиплексăн трансляцийĕ сăнав мелĕпе пуçланнă.

Телеканалсене цифрăллă тата аналоглă форматсемпе пăхма май туса пани вĕсен финанс тăкакĕсене палăрмаллах пысăклатать. Çавăнпа иккĕмĕш мультиплексăн программисене 50 пин ытла çын пурăнакан хуласенче çеç трансляцилеме йышăннă: аналоглă хыпарлава сÿнтериччен. Маларах Чăваш Республикинче Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисенче пурăнакансен кăна цифрăллă 20 канал пăхма майсем пулнă. Халĕ 20 канала тепĕр 4 районта тата Улатăр хулинче пурăнакансем те тÿлевсĕр пăхма пултараççĕ.

Хальхи вăхăтра республикăн ытти районĕнче те иккĕмĕш мультиплекса хута яма хатĕрленес ĕç пырать, ăна кăçалах вĕçлесшĕн. Çапла вара регионта пурăнакансем пурте Çĕнĕ çула кĕтсе илнĕ чухне те, унпа çыхăннă уяв кунĕсенче те 20 цифрăллă канал пăхма пултараççĕ. Цифрăллă телекурав тата унпа çыхăнмалли меслетсем пирки тĕплĕнрех СМОТРИЦИФРУ.РФ сайтра е çак телефонпа ыйтса пĕлме пулать: 8/800/ 220-20-02.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code