Суббота, Декабрь 15, 2018
Главная > Образование > Профессие хăнăхаççĕ

Профессие хăнăхаççĕ

Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта яш-кĕрĕме шкул саккинченех професси пĕлĕвĕ илме пулăшаççĕ. Шкул никĕсĕ çинче профильлĕ вĕренÿ меслетне йĕркелесе пыма пултаракан шкулсем, тÿррипе каласан, хальхи вăхăтра республикăра тăрса юлманпа пĕрех.

Пархатарлă пуçарăва шкул директорĕнче вăй хунă Петр Михайлович Смирнов тăрăшнипе 1996 çулта ĕçе кĕртнĕ. Ун хыççăнхи ертÿçĕсем те ырă пулăма çĕре ÿкермен – вĕренекенсене пĕтĕмĕшле пĕлÿ панипе пĕрлех ĕç рынокĕн ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерме май паракан тракторист-машинист, водитель профессийĕсене суйласа илме пулăшассине те паянхи кунчченех тĕп вырăна хураççĕ.

Калама çеç ансат, ку чухне шкул администрацийĕн яваплăхĕ пит пысăк: пурлăхпа техника базине çирĕп тытса пынисĕр пуçне, професси пĕлĕвĕ илессинчи ĕçе йĕркелесе пырассинче çынсен пурнăçĕпе сывлăхне хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси, ĕç сыхлавĕн требованийĕсене пăхăнса ĕçлесси çине пысăк тимлĕх уйăрмалла. Пĕр сăмахпа, патшалăх аккредитацине çирĕплетекен свидетельствăна, лицензие илме çăмăл мар. Шкула тата тĕрлĕ комисси тĕрĕслет. Вĕсем ĕç сыхлавĕпе тата техника хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă ыйтусене тĕплĕн тишкереççĕ. Çирĕп ыйтаççĕ, çитменлĕхсемшĕн пуçран шăлмаççĕ.

– Ун вырăнне вĕренекенсемпе ашшĕ-амăшĕсене пулăшма, вĕсен кăмăлне туллин тивĕçтерме пултарни савăнтарать, – тет Татьяна Николаева директор.

Шкултан вĕренсе тухакансем аттестатпа пĕрле «В, С, Е, F категорири тракторист-машинист» квалификацие палăртакан, ял хуçалăх машинисене çÿретме ирĕк паракан документсене – свидетельство тата удостоверени, водитель свидетельствине /водитель правине 18 çул тултарсан параççĕ/ илме майсем туса панине нумайăшĕ тивĕçлипе хаклама пĕлет. Ачасем шкултан уйрăлмасăрах тÿлевсĕр професси пĕлĕвĕ илме пултарни ашшĕ-амăшĕшĕн те мĕн тери çăмăллăх! Енчен те тракторист е водитель пулма шкул тулашĕнче, ытти çĕрте вĕренес пулсан сахал мар укçа-тенкĕ кăларса хума тивет-çке. Ку чухне вара ашшĕ – амăшĕ вĕренĕвĕн практика пайне ирттернĕ чухне усă курма кирлĕ бензин-топливо хакне анчах саплаштарать. Сăмах май, унчченхи вăхăтра кунта хĕр упраç повар профессийĕн дипломне алла илме те пултарнă.

Ачасене професси ăсталăхне хăнăхтарма шкулта услови çителĕклĕ: МТЗ-80 трактор, груз турттармалли тата çăмăл автомашинăсем пурĕ 2 единица, автодром, тренажер пÿлĕмĕ, вĕренÿ класĕсем. «Автодело» предмета нумай çул Владимир Курчин ертсе пырать, Герасим Корнилов производство мастерĕ пулса тăрăшать. 10 тата 11-мĕш классенче вĕренекенсем чун туртнипе суйласа илнĕ уроксене кашни хутĕнчех чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Хĕр ачасем арçын ачасенчен кая мар пăравур пулни те тĕлĕнтерет. Пулас трактористсем хушшинче те пур вĕсем: Ангелина Николаева, Анастасия Каценеленбоген професси пĕлĕвĕ илес шутпа Кипеç тата Тăрăм ялĕсенчен ятарласа вĕренме çÿреççĕ.

Тракторист пулма пит сумлă. Кивелми, яланхи професси те вăл. Хальхи вăхăтра ялти пурнăç уйрăмах хăй тĕллĕн çÿрекен техникăпа тачă çыхăннă. Çакна кура тĕрлĕ ĕçе хутшăнма пултаракан трактористсем укçи-тенкине те ытларах ĕçлесе илме пултараççĕ. Унсăр пуçне, вĕсен хĕрÿ вăхăтра комбайн штурвалĕ умне ларма та, ытти техникăна çÿретме те ирĕк пур.

Професси пĕлĕвĕ илекен класра вĕренекенсем – трактористсемпе водительсем çуркуннехи вăхăтра Курнавăш тăрăхĕнчи ял хуçалăх предприятийĕсенче практикăра пулса хăйсен пĕлĕвне ĕçре çирĕплетеççĕ. Хальхи вăхăтра аслă вĕренÿ заведенийĕсенче тÿлевсĕр вырăнсем çулсерен сахалланса пынă тапхăрта ял ачисене професси пĕлĕвĕ илме майсем туса пани лайăх меслет пулса тăрать мар-и? Анчах çакă малалла вĕренме, аслă пĕлÿ илме те чăрмантармасть. Професси суйлавĕнчен ашшĕ-амăшĕ те айккинче тăмасть, паллах. Вĕсем сĕнÿ-канаш пани ачисене пурнăçра хăйсен вырăнне тупма пулăшатех.

Светлана АРХИПОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕнче: Владимир Курчин вĕрентекен черетлĕ урок ирттерет.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code