Суббота, Декабрь 15, 2018
Главная > Общество и право > Тимлĕх инкекрен упрать

Тимлĕх инкекрен упрать

Экстремизмпа терроризм çĕршывăн обществăлла аталанăвĕ умне пысăк хăрушлăх кăларса тăратаççĕ.

Федерацин «Терроризма хирĕç тăрасси çинчен», «Экстремистла ĕç-хĕле хирĕç тăрасси çинчен» саккунĕсене пурнăçласа районти йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем асăннă сферăра йĕркене пăхăннине тĕрĕслесех тăраççĕ.

Терроризмран тата ытти хăрушă пулăмран асăрханса халăхăн яланах тимлĕ пулмалла. Çакăн евĕр инкексем уйрăмах халăх йышлă пухăнакан вырăнсенче – тĕрлĕ акцие хутшăнакансен хушшинче пулма пултараççĕ. Çавăнпа та вĕсене йĕркелекенсен яваплăх пирки асрах тытмалла.

Массăллă акцие хутшăнакансен хăйсен çумĕнче хĕç-пăшал, граждансен сывлăхне сиен кÿме пултаракан хатĕрсене тытма юрамасть. Унта экстремистла организацисене явăçтарасран, вĕсен символикисемпе атрибутикисене усă курасран та асăрханмалла. Йĕркене пăсакансене тивĕçлипе айăплĕç.

Уйрăм çынсемпе предприяти-организацисем, предпринимательсем хăйсем çинче шутланса тăракан е усă куракан объектсене терроризмран хÿтĕлессишĕн яваплă пулса тăнине те асрах тытмалла.

Умра – Çĕнĕ çула кĕтсе илессипе çыхăннă уявсем. Çак тапхăрта та сыхлăх пирки манар мар, тимлĕх инкекрен упранине асрах тытар.

А.АЛЕКСЕЕВ,
ШĔМĕн районсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн Елчĕк районĕнчи полици пайĕн начальникĕ.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code