Суббота, Декабрь 15, 2018
Главная > Образование > Ÿссен эсĕ кам пулан?

Ÿссен эсĕ кам пулан?

Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти инженер класĕнче вĕренекенсем «Атăл çинчи МРСК» ПАОн /«Россети» ушкăна кĕрет/ «Чăвашэнерго» филиалĕн Кăнтăр производство уйрăмĕн Елчĕк районĕнчи электричество сечĕн никĕсĕ çинче йĕркеленĕ экскурсире пулса курчĕç, энергетиксен кулленхи ĕç-хĕлĕпе паллашма пултарчĕç.

Раштавăн 22-мĕшĕнче паллă тăвакан професси уявĕ – Энергетик кунĕ умĕн энергокомпанин производство уйрăмĕсенче, РЭСсенче кашни çул тĕрлĕрен мероприятисем йĕркелесси йăлана кĕнĕ. Профориентаци енĕпе илсен те, çакнашкал экскурси е уçă алăксен кунĕсене ирттернин пĕлтерĕшĕ пысăк. Мĕншĕн тесен паянхи вĕренекенсенчен хăçан та пулин пĕри анчах мар çак пысăк тимлĕх ыйтакан профессие суйласа илме пултаратех. Мал ĕмĕтлĕ, хастар, пуçаруллă çамрăксем вара энергокомпание питĕ кирлĕ. Кăнтăр производство уйрăмĕн профком председателĕ Сергей Николаев та шăпах çакна палăртса каларĕ. Вăл яш-кĕрĕме энергетикăпа çыхăннă вĕренÿ заведенийĕсене вĕренме кайма чĕнсе каларĕ.

Валентина Ильина специалист «Чăвашэнерго» историйĕпе кĕскен паллаштарчĕ. Елчĕкри РЭС коллективĕ /ертÿçи – Юрий Хушкин/ кăнтăр районсенчи производство уйрăмĕсем хушшинче яланах ырă ятлă пулнине палăртса каланине илтме те кăмăллă пулчĕ. Малалла практика занятийĕсем иртрĕç. Энергетиксен ĕçĕ хăрушлăхпа çыхăннă. Çакна асра тытса специалистсем электричество токĕ çапнă çынна мĕнле пулăшмаллине Гоша манекен çинче кăтартрĕç.

Оперативлă диспетчер службин ĕçĕ-хĕлĕпе тата вун-вун çухрăма тăсăлакан электролини, подстанцисемпе энерги валеçекен пунктсем çинчен Сергей Перепелкин диспетчерпа Вячеслав Саганов тĕп инженер паллаштарчĕç.

С.АНАТОЛЬЕВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕнче: Вячеслав Саганов тĕп инженер пулас техник-электриксене РЭС ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа парать.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code