Воскресенье, 26 июня, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Апачĕ техĕмлĕ те тутлă

Апачĕ техĕмлĕ те тутлă

Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти столовăйне кĕрсен чи малтанах апатлану залĕнчи тирпейлĕх куçа илĕртет, хăйне евĕрлĕ ăшăлăхпа хăтлăх кăчăк туртать, илемлĕ чÿрече каррисем, хитре тĕспе сăрланă стенасем, ултшар ача вырнаçакан вĕр-çĕнĕ сĕтел-пукан тата тутлă апат шăрши сăмсана кăтăклать.

Шкулти 97 ачана Надежда Порфирьева поварпа ăна пулăшакан Валентина Николаева тутлă та техĕмлĕ апатпа сăйлас тесе хăйсен ăсталăхне шеллемеççĕ, менюна çĕнетсех тăраççĕ. 13 çул поварта тăрăшать Надежда Геннадьевна, хăйĕн ĕçне яваплăхпа, юратса пурнăçлать. Шкулта 5 çул стаж пуçтарнă Валентина Николаевна тирпей-илеме юратать, СанПин требованийĕсене çирĕп пурнăçлать.

Шкулта вĕренекенсене икĕ хутчен апатлантараççĕ. Виçĕ çул каяллах çак йĕркене ĕçе кĕртнĕ. Ирхи тата кăнтăр апатне çиекенсем кунне 30 тенкĕ тÿлеççĕ. Шкул ачисем поварсен ĕçĕпе питĕ кăмăллă. Меню пуян. 2013 çулта туяннă çĕнĕ те хальхи йышши оборудованисемпе тĕрлĕ апат-çимĕç хатĕрлеме пулать. Çавăнпа та хăйсемех булка изделийĕсем те пĕçереççĕ. Куллен вĕри апатпа пĕрле тĕрлĕ пахча çимĕç салачĕ хатĕрлеççĕ. Поварсен ĕçне шкул администрацийĕ те, Р.Федорова медработник те тĕрĕслесе, пăхса тăрать.

 

Хаклав

Н.МАРТЫШКИНА, Курнавăш ялĕ:

– Пирĕн икĕ ача. Вĕсем шкулти поварсем апат тутлă пĕçернине тăтăшах пĕлтереççĕ. Килте, тĕрлĕ пахча çимĕç чылай хатĕрленĕ пулсан та, куллен салат тума та ерçейместпĕр. Шкулта вара купăста, кишĕр салачĕ, винегрет тăтăшах янтăлаççĕ. Ачасем пахалăхлă, организма усăллă апат çини пире, ашшĕ-амăшне, питĕ кăмăла каять.

В.КИРИЛЛОВА сăн ÿкерчĕкĕнче: Н.Порфирьевăпа В.Николаева.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code