Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Ирхи зарядка усăллă

Ирхи зарядка усăллă

Районти тĕп больница коллективĕ Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствин пуçарăвне тĕпе хурса Пĕрлехи физкультура кунне активлă хутшăнать.

Больницăра ĕç вăхăтĕнчи физкультура минучĕсем ырă йăлана кĕнĕ. Ирхи зарядка яра куна кăмăла çĕкленипе пĕрлех иммунитет тытăмне çирĕплетет, хастарлăха ÿстерет. Кĕçнерникунсерен 7 сехет те 30 минутра, шăматкунсерен 9 сехетре иртекен Пĕрлехи зарядкăна шурă халатлă ĕçченсем кăна мар, пациентсем те кăмăлтан хутшăнаççĕ. Ирхи зарядка тума кăмăл пуррисене больница умĕнчи лапама йыхравлаççĕ.

Çавăн пекех Аслă Таяпари, Патреккелĕнчи сывă пурнăç йĕркишĕн тăрăшакан çынсем вырăнти врачсен амбулаторийĕсен умĕнче зарядка тăвасси çирĕп йăлана кĕрсе пырать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code