Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Сочинени çырнă

Сочинени çырнă

Декабрĕн 5-мĕшĕнче районти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулсенче 11-мĕш класра вĕренекенсем вырăс чĕлхипе пĕтĕмлетÿ сочиненийĕ çырнă.

Унăн кăтартăвĕсем вĕренекенсене патшалăх экзаменне кĕме ирĕк парĕç.

Районти 106 выпускник 10 сехетре сочинени çырма пуçланă. Вĕсен сахалтан та 350 сăмах çырмалла. Ăна çырма 3 сехет те 55 минут уйăрнă.

Правилăсемпе килĕшÿллĕн шкул ачисене сочинени çырма пилĕк тема панă. Темăсен пуххи кашни регионта тĕрлĕрен. Пирĕн вĕренекенсем ашшĕсемпе ачисен, ĕмĕтсемпе чăнлăх, тавăрупа ыр кăмăллăх, искусствăпа ал ĕçĕ, ырăлăхпа хаярлăх тематикине çутатнă.

Пĕтĕмлетÿ ĕçне «зачет» тата «незачет» тесе хаклĕç. Çак экзамена тытайманнисем ăна февралĕн 6-мĕшĕнче тата майăн 8-мĕшĕнче тепĕр хут тытма пултарĕç. Аса илтеретпĕр, вун пĕрмĕшсемшĕн тепĕр паллă кун та пур. Вĕсен пурин те февралĕн 1-мĕшĕччен мĕнле предметсемпе экзамен тытассине суйласа палăртмалла.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code