Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чун киленĕçĕ – ĕçре

Чун киленĕçĕ – ĕçре

Çын пурнăçĕнчи пĕтĕм ырăлăх çемьерен пуçланать. Арçын çемье тĕрекĕ те хÿтĕлевçи пулсан, хĕрарăм çемье вучахне чĕртекен тата унăн ăшшине ĕмĕрĕпе упраса пурăнакан. Шăпах хĕрарăм чун-чĕре ăшăлăхне, кăмăл пуянлăхне çывăх çыннисене пĕр шелсĕр парнеленĕрен çемье членĕсем хăйсене лăпкă та канăçлă тытаççĕ, çĕнĕрен те çĕнĕ шухăшсемпе çунатланаççĕ – пурнăçра тĕл пулакан йывăрлăх хăратмасть вĕсене. Сăпайлă, уçă кăмăллă, шутласа та васкамасăр калаçакан Александра Степановна Петрянкинăпа тĕл пулса калаçнă хыççăн шăпах çакăн евĕр шухăшсем тыткăнларĕç мана.

Аслă Елчĕкре çуралса ÿссен унтах качча тухса ĕмĕрне ĕмĕрлекен Александра Степановна 1938 çулхи декабрĕн 10-мĕшĕнче тĕнчене килнĕ. Унăн ашшĕ Степан Сергеевич Архилин 1943 çулта Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче – Смоленск облаçĕнче пуçне хунă. Амăшĕ, Анастасия Евстафьевна, хĕрне пĕчченех ÿстернĕ. Вăрçă çулĕсенчи, ун хыççăнхи ачасен çăмăл мар шăпине, терт-нушине самаях ас тивнĕ хĕр ача. Ашшĕсĕр çитĕннĕскер пĕчĕкренех амăшĕпе пĕрле колхоз ĕçне хутшăннă: 7 çулта чухнех пучах пуçтарма çÿренĕ, 12 çул тултарсан кĕлте çыхма пуçланă.

– Мана, хĕр ачана, жнейка хыççăн юлакан хулăн кĕлтене çыхма çав тери кансĕрччĕ. Çапах та çынран юлас мар, шаннă ĕçе тивĕçлĕ пурнăçлас тесе хыпаланса ĕçленĕ, – аса илет вăл вăхăта Александра Степановна.

Çамрăкранах вĕренсе çын пулас ĕмĕтпе çунатланнă вăл. Ялти шкулта 7 çул пĕлÿ илнĕ хыççăн тата 2 çул район центрне – Елчĕк шкулне çÿренĕ, лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пынă.

Шкул хыççăнах вĕренме каяйман вăл, мĕншĕн тесен вăл вăхăтра ял çамрăкĕсене хулана вăштăр-ваштăрах кăларса ярасшăн пулман. Чи малтанах тăван хуçалăхра 8 уйăх дояркăра тăрăшать харсăр хĕр. Колхоз ертÿçи ĕçченскере хулана ярасшăн пулманран тивĕçлĕ документсем туса парас ĕçе шав тăсса пынă. Çапах та мал ĕмĕтлĕ те анлă тавра курăмлăскер техника училищине вĕренме кĕрессине пĕлтерсе 1958 çулта Свердловск облаçĕнчи Карпинск хулине тухса каять. Кунта çитсен вăл педучилищĕне çăмăллăнах вĕренме кĕрет: икĕ сменăпа пĕлÿ илсе çĕвĕç тата ĕç вĕрентекенĕн профессийĕсене алла илет. Училище хыççăн яла таврăнать çамрăк специалист – ялти тата кÿршĕллĕ Патреккел шкулĕсенче ĕç, физкультура учителĕнче ĕçлеме пуçлать те мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех тăрăшать шкулта. Педагогикăри ĕç стажĕ 34 çулпа танлашать унăн. Шаннă тивĕçе чун-чĕререн пурнăçланипе палăракан ĕçчене сахал мар наградăпа, «Ĕç ветеранĕ» ятпа чысланă.

Пĕр ял каччипе – Владимир Петрович Петрянкинпа пĕрлешсе çемье çавăрнă вĕсем. Шăкăл-шăкăл та тату пурăнакан, пĕр-пĕрне юратакан тата чун-чĕререн хисеплекен, куçран пăхса ăнланакан мăшăр 2 ачана – Петрпа Сергее пурнăç пилленĕ. Владимир мăшăрĕ кун-çулне шофер профессийĕпе çыхăнтарнă. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен Ленин ячĕллĕ хуçалăхра водительте тăрăшнă. Техникăна чунтан кăмăлланă. ГАЗ-52 автомашинăна яланах юсавлă тытас тĕллевпе хĕлĕн-çăвĕн ун айĕнчен тухма та пĕлмен тесен те йăнăш мар. Çынна пулăшма хатĕрскере килтен çĕрле те чĕнсе тухса кайнă тĕслĕхсем /больницăна леçмелле е ытти сăлтав/ пайтах пулнă пурнăçĕнче.

Шел пулин те, мăшăрĕн пурнăçĕ кĕске пулнă.

Ваттисен йăли-йĕркине çирĕп тытса пыракан, тĕпренчĕкĕсене мĕн çамрăкран çынна хисеплеме, çынлăх туйăмне мала хума вĕрентекен сăпайлă çемье пулнипе палăрнă вĕсем, ачисене хăйсен ырă тĕслĕхĕпе воспитани панă. Çамрăкранах мал ĕмĕтлĕ, анлă тавра курăмлă пулма ăнтăлнипе, çивĕч ăсĕпе палăрса тăраççĕ ачисем те, тăванлăх туйăмне мала хурса пĕр-пĕриншĕн вута та, шыва та кĕме хăнăхса ÿснĕ вĕсем. Ашшĕ-амăшĕ ывăлĕсене иккĕшне те аслă пĕлÿ парса пурнăç çулĕ çине кăларнă.

Петр физика предметне вĕрентекен Алексей Васильевич Агеев ертсе пынипе 8-10-мĕш классенче дистанци мелĕпе Мускав облаçĕнчи Долгопрудный хулинчи физикăпа математика шкулĕнче ăс пухнă. Пĕчĕкренех спортпа туслă пулнă, çăмăл атлетикăна кăмăлланă, ку енĕпе иртекен ăмăртусене тăтăшах хутшăннă ачана çар профессийĕ илĕртнĕ. 1981 çулта Полтавăри çыхăну аслă çар училищинче вĕренет. Служба тивĕçне çĕршыври тата унăн тулашĕнчи çар округĕсенче пурнăçлать. Тивĕçлĕ службăшăн ентешĕмĕре 2001 çулта Санкт-Петербургри çыхăну çар академине вĕренме янă. Ăна «5» паллăсемпе пĕтерсен кунтах ĕçлеме хăвараççĕ Петр Владимировича. Хăй вĕреннĕ факультетăн, асăннă академин вĕренÿ пайĕн начальникĕнче, команда факультечĕн начальникĕн çумĕнче вăй хурать вăл, отставкăна полковник званипе тухать.

Сергей те шкулта лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пынă, ун хыççăн Хусанти А.Н.Туполев ячĕллĕ авиаци институтĕнче вĕçев аппарачĕсен факультетĕнче вĕреннĕ. Çар тивĕçне пурнăçланă хыççăн тăван тăрăха таврăннă, тĕрлĕ çулсенче РФ Финанс министерствин Федераци казначействин Елчĕкри уйрăмĕнче тĕп специалистра, Раççей Перекет банкĕн Патăрьелĕнчи уйрăмĕн Елчĕкри хушма офисĕнче аслă инженерта, район администрацийĕн информатизаци пайĕн ертÿçинче тăрăшнă. Ĕçленĕ вăхăтрах Мускаври коопераци университетĕнче куçăмсăр майпа вĕренсе экономист профессине алла илнĕ. Хальхи вăхăтра хăйĕн ĕçне пуçарнă. Мăшăрĕ Светлана Евстафовна Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕн Патăрьелĕнчи территори пайĕн ертÿçин çумĕнче тăрăшать.

Александра Петрянкина Сергей ывăлĕн çемйипе пурăнать. 80 çулта пулсан та пушă лармасть вăл. Çамрăкранах ялти тата таврари ялсенчи çынсене сахал мар кĕпе-халат, алса, ытти тĕрлĕ хатĕр çĕлесе панăскер паян та çĕвĕ ĕçне пăрахмасть, унта чун киленĕçĕ тупать. Кил-тĕрĕшри ĕç-хĕле пурнăçлама та хастар хутшăнать вăл.

– Ырă чунлă та сăпайлă аннемĕр пире, ачисене, яланах ĕçчен, чыслă та тирпейлĕ пулма вĕрентнĕ. Тавах сана, хаклăскерĕмĕр, пире çуратса ÿстернĕшĕн, пирĕншĕн чун-чĕререн тăрăшнăшăн, вĕрентсе пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнăшăн. Тавах халĕ те ырă канаш-сĕнÿпе пулăшса пынăшăн, çемье управçи пулнăшăн, – теççĕ ачисем Александра Степановнăна.

Ачисемпе кинĕсем, 4 мăнукĕ – унăн куç тулли савăнăçĕ. Вĕсен çитĕнĕвĕсемпе тата ÿсĕмĕсемпе хавхаланать хисеплĕ амăшĕ тата ытарайми ăш пиллĕ асламăшĕ.

Елена ПЕТРОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Александра Петрянкина чун ыйтнă ĕçĕнче киленĕç тупать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code