Суббота, Февраль 22, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хатĕрленме пуçланă

Хатĕрленме пуçланă

Çитес çул Республика кунĕ Шупашкарта кăна мар, Улатăр районĕнче те иртĕ. Маларах палăртнă тăрăх, тĕп мероприятисем Çĕнĕ Эйпеç ялĕнче пулĕç.

Çĕнĕ Эйпеçсем ĕçе пуçăннă. Вырăнти депутатсем ертсе пынипе ялти арçынсем субботнике тухнă. Ял çывăхĕнчи уçланкăра вĕсем ратне çурчĕсен юписене якатса вырнаçтарнă. Пурĕ 16 çурт тăвасшăн, вĕсене «урамăн» икĕ енĕпе лартасшăн. Республика кунĕнче çав çуртсене районти ял тăрăхĕсем вырнаçĕç. Вĕсем ку тăрăхри виçĕ халăхăн – чăвашсен, вырăссен тата ирçесен – культурипе тĕплĕн паллаштарĕç.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code