Раççей вĕренÿ академийĕн академикĕ Геннадий Волков профессор хăйĕн пĕтĕм пурнăçне халăх вĕрентĕвне тĕпчессине халалланă, воспитани никĕсне хывнă.
840 ăслăлăх ĕçĕ – монографисем /28/, кĕнекесем /30/, учебниксемпе вĕренÿ пособийĕсем/5/, статьясем унăн ăс-тăн пуянлăхĕ çеç мар, çирĕп вăй-хал, ĕçченлĕхпе чăтăмлăх та виçесĕр пулни çинчен калаççĕ. Хăш вăхăтра ĕлкĕрнĕ-ха вăл çакăн чухлĕ чун çимĕçĕ çитĕнтерме? Тĕрлĕ шайри мероприятисене лекци-докладпа хутшăннине, аспирантсен пысăк ушкăнĕ ун патĕнче диссертаци хатĕрленине шута илсен? Ентешĕмĕрĕн кулленхи ĕç норми çавнашкал пулнă пулĕ: талăкра 25 сехет ĕçлемелле!
Паян ĕнтĕ мухтавлă ăсчахăн хăйĕн кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çыруллă материалсенче, ăслăлăх конкурсĕсенче çуталать. Аслă Елчĕкри ун ячĕпе хисепленекен вăтам шкулта иртнĕ республикăри «Асамат кĕперĕ» наукăпа практика конференцийĕ те çакна çирĕплетни. Коллектив Чăваш патшалăх педагогика университечĕн Г.Н.Волков ячĕллĕ этнопедагогика институчĕпе чылайранпа туслă çыхăнура та, пĕрлехи иккĕмĕш ĕçлĕ тĕл пулăва та питĕ ăнтарчĕç. Малтанах конкурсантсене шкул ертÿçи Николай Волков, район администрацийĕн вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн представителĕ Елена Никифорова, Чăваш наци конгресĕн районти уйрăмĕн председателĕ Николай Малышкин, çÿлерех асăннă институт директорĕ, филологи наукисен кандидачĕ Светлана Михеева саламларĕç, академик утса тухнă кун-çула пахаларĕç. Светлана Львовна Волков эткерлĕхне пропагандăлассинче тÿпе хывнă районти педагогсен пĕр ушкăнне Тав хучĕсемпе чысларĕ.
Кăçалхи конференцие вĕренекенсем 1-мĕш класранах хутшăнма пултарчĕç. Пĕчĕккисем хăйсен ăсталăхне Г.Волков калавĕсем тăрăх лартнă инсценировкăсенче кăтартрĕç. Çичĕ коллективран кунта Аслă Елчĕкри Вера Питакова ертсе пыракан 2-мĕш класра вĕренекенсем маттур пулчĕç, Александра Шахеева уйрăм приза та тивĕçрĕ. Юлия Красновăпа /Çирĕклĕ Шăхаль/ Данил Патшинăн /Елчĕк/ сăвă калама юратнин туртăмĕ тÿрех паллă: пуплевĕпе те, тыткаларăшĕпе те артист шайне çывăх вĕсем.
«Пирĕн тăрăхри культура, йăла-йĕркесем» секцире те йыш пысăк пулни савăнтарчĕ. Ачасем йăх-несĕлĕмĕрсен аваллăхĕпе кăсăкланни куçкĕрет. Вĕсем ĕлĕкхи уявсем, кĕпе-тумтирсем, капăрлăхсем, кил-тĕрĕшри япаласем çинчен презентаци урлă туллин уçса пама тăрăшрĕç. Пĕтĕм секци ĕçне Шупашкар хăнисем ертÿçĕсем пулса хакланă май, Н.Никольский ячĕллĕ педагогика колледжĕн директор çумĕ, педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕ Алина Ефимова асăннă ушкăнри Ксения Королеван ĕç хÿтĕлевне уйрăмах пысăк хак пачĕ. Аслă Таяпари тĕп шкулта пĕлÿ илекенскер, вырăнти ятсемпе хушма ятсен пĕлтерĕшне витĕмлĕ уçса панă, ыйтусене туллин хуравланă.
Ытти тăватă ушкăнри ăслăлăх тупăшăвне хутшăннă учительсемпе вĕренекенсен ĕçĕ кăткăсрах пулнăн туйăнчĕ: вĕсем «этнопедагогика» ăнлава математика, философи, социологи, психологи тата ытти предмет-дисциплина витĕр «сăрхăнтарса» кăларчĕç. Педагогсенчен иртнĕ çулхи пекех Çирĕклĕ Шăхальти вăтам шкулти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Нина Левая çĕнтерчĕ. Ачасенчен Аслă Елчĕкри Виктория Чернова /9 класс/, Кушкăри Данил Веников, Шăмалакри Карина Лисова палăрчĕç.
Чи пултаруллисене И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн дипломĕсемпе чысларĕç.
Хаклав
Ма ИСЯ, педуниверситет аспиранчĕ, китай чĕлхи преподавателĕ:
– Чăвашсен тараватлăхне пĕлетĕп-ха. Елчĕксем вара тата урăхларах иккен – уçăрах, ырăрах. Хăвăрăн паллă çыннăра юратнине, хисепленине курса ĕнентĕм. Унпа çыхăннă тата историпе тăван тавралăх музейĕсем те – хăйне евĕрлĕ пĕлÿ шкулĕ. Питĕ килĕшрĕ. Сирĕн шкулта пулса, конференцие хутшăнса хам валли çĕннине нумай илтĕм.
Н.ФЕДОРОВ.
Сăн ÿкерчĕкре: Шупашкар хăнисем.