Вторник, Январь 21, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çын яланах йышлă

Çын яланах йышлă

Чăваш Республикин Елчĕк нотариат округĕн нотариусĕ Руфина Воронцова çак ĕçре 7 çул ытла тăрăшать. Хăйĕн патне тĕрлĕ ыйтупа пыракан кашни çынна тимлĕ итлекен, сăпайлă калаçакан, ĕçе пахалăхлă пурнăçлакан, саккунсене тĕплĕн ăнлантаракан нотариуспа халăх кăмăллă.

– Пирĕн патăмăрта çын яланах йышлă. Граждансене тĕрлĕ ыйту интереслентерет, ытларах Амăшĕн капиталĕпе, куçман пурлăхпа, пурлăха еткерлĕхе хăварассипе çыхăннă ыйтусемпе килеççĕ, – палăртать Руфина Георгиевна.

Елчĕкри нотариат контори çак тытăмпа çыхăннă ыйтусемпе халăха кулленех тÿлевсĕр юрист пулăшăвĕпе те тивĕçтерет.

Елена ПЕТРОВА сăн ÿкерчĕкĕнче: Руфина Воронцова.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code