Чăвашстат «Итоги Всероссийской сельскохозяйственной переписи 2016 года» иккĕмĕш кĕнекен 5-мĕш томне /«Группировки объектов переписи по поголовью сельскохозяйственных животных»/ пичетлесе кăларнă.
Пĕрремĕш кĕнеке пирки калас пулсан, унта Чăваш Республикинчи муниципаллă районсемпе хула округĕсенчи хуçалăхсенче акăнакан çĕр лаптăкĕсене, нумай çул ÿсекен курăксен тата улма-çырла культурисен лаптăкĕсене, выльăхсен хисепне палăртнă, ял хуçалăх таварĕ туса кăларакансен производствăри инфраструктури, технологисем çинчен те тĕплĕн пĕлме пулчĕ. Унта çавăн пекех 2006 тата 2016 çулсенчи çыравсен танлаштаруллă кăтартăвĕсем те пур.
2016 çулхи Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ тĕлне республикăра 374 ял хуçалăх организацине /2006 çулта – 1101/, 2,4 пин хресчен /фермер/ хуçалăхне /2,0 пин/, 271,9 пин уйрăм хушма хуçалăха /272,1 пин/, 745 коммерциллĕ мар пĕрлешĕве /сад, пахча, дача хуçалăхĕсем /733/ шута илнĕ.
Ял хуçалăх ĕçне йĕркелесе пыракан организацисем 88,5 процент, хресчен ?фермер/ хуçалăхĕсемпе уйрăм предпринимательсем 52,2 процент, уйрăм хушма хуçалăхсем 90,4 процент, граждансен коммерциллĕ мар пĕрлешĕвĕсем 89,1 процент пулнă.
2016 çулта, 2006 çулхипе танлаштарсан, ял хуçалăх организацийĕсем пĕтĕмĕшле çĕр лаптăкĕсене 2 хута яхăн чакарнă пулсан, хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем, пачах тепĕр майлă, малтанхи 43,2 пин гектар вырăнне 153,3 пин гектар, уйрăм çынсен – 130 пин гектар вырăнне 161,7 пин гектар таран ÿснĕ.
10 çул хушшинчи тапхăрта республикăри пĕтĕм категорири хуçалăхсенче ял хуçалăх культурисен акăнакан лаптăк калăпăшĕ улшăнманпа пĕрех – вăл 556,4 пин гектар пулнă.
2016 çулхи Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ тĕлне пĕтĕм категорири хуçалăхсенче 197,4 пин мăйракаллă шултăра выльăх /çав шутран сăвăнакан ĕнесем – 88,3 пин пуç/, 201,6 пин пуç сурăхпа качака, 5471,9 пин пуç чăх-чĕп шутланнă.
Пĕр ял хуçалăх организацине вăтамран 409 пуç мăйракаллă шултăра выльăх /Раççейĕпе илсен вăтамран – 785 пуç/, 161 сăвăнакан ĕне /330/ тата 2,8 пин сысна /10,6 пин/ тивĕçнĕ. Фермерсемпе уйрăм предпринимательсен тĕлĕшĕпе илес пулсан, пĕр хуçалăхра 31 пуç мăйракаллă шултăра выльăх /Раççейĕпе илсен вăтамран – 62/, 15 сăвăнакан ĕне /32/, 52 сысна /61/, 5 качакапа сурăх /13/, 17 чăх-чĕп /26/ шутланнă.
Нумайăшĕ выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе ĕçлемен. Пур пек ял хуçалăх организацийĕсенчен 49 проценчĕ анчах мăйракаллă шултăра выльăх, 47 проценчĕ сăвăнакан ĕнесем, 14 проценчĕ сысна ĕрчетнĕ.
Хресчен /фермер/ хуçалăхĕсемпе уйрăм предпринимательсен 31 проценчĕ анчах мăйракаллă шултăра выльăх, 26 проценчĕ сăвăнакан ĕне, 6 проценчĕ сысна, 12 проценчĕ качакасемпе сурăхсем усранă.