Суббота, Июнь 6, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕнĕ çула – çĕнĕ хваттере

Çĕнĕ çула – çĕнĕ хваттере

Тĕнче ыр çынсемсĕр мар. Пĕрле пулсан, кар тăрсан темĕн те тума пулать.

Муркаш районĕнчи Анат Панкли ялĕнчи Александр Тимофеев тăватă ачине – виçĕ хĕрпе пĕр ывăлне – пĕччен ÿстерет. Хальччен çемье 30 тăваткал метр лаптăк йышăнакан кивĕ пÿртре хĕсĕнсе пурăннă. Александр Алексеевич вырăнти хуçалăхра автослесарьте вăй хурать. Унăн шалăвĕ пысăк çемьене тытса пыма çитсе пымасть. Пурнăçа йÿнеçтерес тесе ĕне, чăх-чĕп, вĕлле хурчĕсем усрать.

Пурнăçра вара ырă кĕтменлĕхсемпе тĕлĕнтермĕшсем пулаççех. Уйрăмах Çĕнĕ çул умĕн. Август уйăхĕнче Чăваш Енри çын прависен уполномоченнăйĕ Надежда Прокопьева, Муркаш район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев, Йÿçкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Кузьмин Тимофеевсен çемйинче пулнă, вĕсен пурнăç условийĕсемпе паллашнă. Ун хыççăн вĕсене пулăшмалли майсем шыранă. Амăшĕн капиталĕ амăшĕнче пулнă, ăна суд урлă ашшĕне куçарса панă. Унтан хваттер шырама пикеннĕ. Н.Прокопьева Тимофеевсем патĕнче пулнă хыççăн çемьен лару-тăрăвĕпе ЧР Пуçлăхне Михаил Игнатьева паллаштарнă. Çапла майпа Чăваш Енри социаллă пурнăçпа культура программисене пулăшакан фонд, Раççейри ача-пăча фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕ Тимофеевсене 300 пин тенкĕ уйăрнă. Çав вăхăтрах ачасене шкул тумĕ туянма 30 пин тенкĕ панă.

Çак кунсенче савăнăçлă лару-тăрура Тимофеевсене хваттер докуменчĕсене тата çăра уççине панă.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code