Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости республики > Пушар хурал ĕçченĕсем тĕрĕсленчĕç

Пушар хурал ĕçченĕсем тĕрĕсленчĕç

Пушар хурал чаçĕнче тăрăшакансен яланах çирĕп сывлăхлă тата пысăк вăй-халлă, вăр-вар та тỹсĕмлĕ пулмалла. Унсăр пуçне ĕçпе çыхăннă теори ыйтăвĕсен хуравĕсене, пушар сỹнтермелли кашни хатĕрпе тĕплĕн ĕçлеме тата ыттине те пĕлмелле, лару-тăрăва маларах курса тата ăнланса пыма пултармалла.

Çак паха енсем шăпах инкеке лекнĕ çынсене вăхăтлă пулăшу пама, синкерлĕ лару-тăрăва кĕске вăхăтра тата пысăк çухатусемсĕр сирсе яма пулăшаççĕ. Çакна тĕпе хурса пушар хурал чаçĕсен ĕçченĕсем çулсеренех ятарлă программăпа килĕшỹллĕн вĕренỹ, вĕреннине çирĕплетсе кашни кварталта вăй-хала тата теори пĕлỹлĕхне тĕрĕслекен зачет-экзаменсем витĕр тухаççĕ.

Елчĕкри 44 номерлĕ пушар хурал чаçĕнче тăрăшакансем декабрĕн 13-мĕшĕнче черетлĕ тĕрĕслев витĕр тухрĕç. Ăна Чăваш Республикин Граждан оборони тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн «Чăваш Республикинчи пушара хирĕçле служба» хысна учрежденийĕн начальникĕн çумĕ Вячеслав Укладов йĕркелерĕ.

Ертỹçĕсем тĕрĕслевпе кăмăллă юлчĕç.

Елена ПЕТРОВА.  Автор сăн ỹкерчĕкĕнче: Вячеслав Укладов пушар хурал чаçĕн ĕçченĕсемпе ирттернĕ тĕрĕслевре.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code