Пятница, 11 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пушар хурал ĕçченĕсем тĕрĕсленчĕç

Пушар хурал ĕçченĕсем тĕрĕсленчĕç

Пушар хурал чаçĕнче тăрăшакансен çирĕп сывлăхлă тата пысăк вăй-халлă, вăр-вар та тÿсĕмлĕ пулмалла.

Унсăр пуçне ĕçпе çыхăннă теори ыйтăвĕсен хуравĕсене, пушар сÿнтермелли кашни хатĕрпе тĕплĕн ĕçлеме тата ыттине те пĕлмелле, лару-тăрăва маларах курса, ăнланса пыма пултармалла. Çак паха енсем шăпах инкеке лекнĕ çынсене вăхăтлă пулăшу пама, синкерлĕ лару-тăрăва кĕске тата пысăк çухатусемсĕр сирсе яма пулăшаççĕ.

Çакна тĕпе хурса пушар хурал чаçĕсен ĕçченĕсем çулсеренех ятарлă программăпа килĕшÿллĕн вĕренÿ, вĕреннине çирĕплетсе кашни кварталта вăй-хала тата теори пĕлÿлĕхне тĕрĕслекен зачет-экзаменсем витĕр тухаççĕ.

Елчĕкри 44-мĕш номерлĕ пушар хурал чаçĕнче тăрăшакансем нумаях пулмасть черетлĕ тĕрĕслев витĕр тухрĕç. Ăна Чăваш Енри пушара хирĕçле служба учрежденийĕн начальникĕн çумĕ Вячеслав Укладов йĕркелерĕ.

Ертÿçĕсем тĕрĕслевпе кăмăллă юлчĕç.

Е.ПЕТРОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕнче: Вячеслав Укладов Елчĕкри 44-мĕш номерлĕ пушар хурал чаçĕн ертÿçипе Василий Григорьевпа.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code