Четверг, Март 21, 2019   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Упрар тăван чĕлхемĕре

Упрар тăван чĕлхемĕре

Ученăйсем шутланă тăрăх, çĕр чăмăрĕ çинче пĕтĕмпе 7000 ытла тĕрлĕ чĕлхе. Вĕсенчен чи анлă усă кураканнисем – китай, акăлчан, испани, араб, вырăс чĕлхисем. Китайла 1 миллиарда яхăн, акăлчанла 1 миллиард çурă, вырăсла 270 миллион çын калаçать. Чăвашла вара – пĕр миллион ытларах çын. Пĕр е тепĕр чĕлхепе калаçакан халăх шучĕ миллионран ытларах пулсан, вĕсене аслă халăхсен йышне кĕртеççĕ. Эппин эпир те вĕсен шутĕнче.

Чăваш чĕлхи çак пин-пин чĕлхе хушшинче сăваплă. Ăна халăх темиçе ĕмĕр хушши аталантарнă, якатнă. Çавăнпа та вăл пуян та илемлĕ, янăравлă та çепĕç, ырă та асамлă.

Чăваш чĕлхи сăмах тĕлĕшĕнчен çав тери пуян чĕлхе. Ыттисенчен илемлĕхĕпе, çепĕçлĕхĕпе уйрăлса тăрать вăл. Анне сăмахпа уçăлать пирĕн чĕлхемĕр. Тăван чĕлхе – халăх чунĕ. Шкулта та тăван чĕлхе – пĕрремĕш предмет. Çавăнпа та тăван чĕлхене пирĕн тăван аннемĕре хисепленĕ, юратнă пек хисеплемелле те юратмалла. Çакна вĕрентетпĕр те эпир кĕçĕн класран. Чĕлхерен каймасть П.Эйзин сăвви:

Кам тăван чĕлхене юратмасть,
Вăл тăван амăшне юратмасть.
Кам тăван амăшне юратмасть,
Вăл тăван халăхне юратмасть.
Кам тăван халăхне юратмасть,
Вăл Тăван çĕршывне юратмасть.

Тăван чĕлхемерĕн çÿпçи калама çук тарăн та пуян. Н.Ашмарин словарĕнчех 40 пин ытла сăмах. Вĕсене сыхласа хăварасси, паллах, пирĕнтен нумай килет. Эпир ăна аталантарса пырсан вăл чечекленсех пырĕ. Паян, наукăпа техника хăватлăн аталаннă, хуласемпе çыхăну вăйланнă тапхăрта тепĕр проблема тухса тăрать – тăван чĕлхемĕре манса пыни.

Эпир чăвашлăха хÿтĕлеме, упрама, аталантарма пĕлетпĕр-и-ха? Камран килет вăл; Чăваш хĕрарăмĕнчен-и? Чăваш пуçлăхĕнчен-и? Чăваш арĕнчен-и? Чăваш хĕр упраçĕпе яш-кĕрĕмĕнчен-и? Паллах, кашни чăвашранах килет. Санран та, манран та. Чăвашлăх вăл – эпир хамăр чăваш пулнине уççăн, мухтанса, хавхаланса пĕлтерни, хамăра хамăр хисеплени, наци мăнаçлăхне туйса тăни, тăван халăхăмăра юратни, унăн ырă йăли-йĕркине аталантарни, халăх сăвви-кĕввипе ташшине кăмăллани, илемĕпе ÿнере упрани, хăйĕн йăх-несĕлне, ашшĕ-амăшне сума суни, ачи-пăчине чăваш пулса ÿстерни… «Мĕн тума вĕрентеççĕ чăвашла, ахалех калаçма пĕлетĕп, çитменнине экзамен тыттараççĕ тата», – тенине илтме пулать. Хăшĕсем кăнттамрах та хуравлаççĕ: «Эпĕ чăвашла вулама юратмастăп», «Чăвашла вĕренме йывăр».

Ачасем аслисен витĕмĕпе ÿсеççĕ. Аслисен шухăш-кăмăлĕ кĕçĕннисене ÿкет. Енчен те эпир чăвашсем пулсан пирĕн хамăрăн тăван чĕлхепе пур çĕрте те – урамра та, килте те, шкулта та чăн чăвашла таса та илемлĕ калаçмалла. Тĕлĕнетĕп хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕнчен: хăйсем чăн чăваш пулсан та ачисене шкула кайиччен вырăсла калаçтараççĕ. Мĕн, шкул пĕтерсен вырăсла калаçма пĕлеймесрен хăраççĕ-и? Шăпăрлан шкула килет те пуçлатпăр вара çав ачана ют чĕлхе пек чăвашла калаçма вĕрентме. Урăхла май çук. Чăваш чĕлхи урокĕсенче сочинени е изложени çырнă чухне е калавăн содержанине каламалла чухне: «А я не понял, я не могу», – тесе ларакансем те пур. Пĕрре кăна та мар-ха ун пеккисем. 20 ачаран – 5-6. Тăхтавсенче те, лавккара та кĕçĕн классенче вĕренекенсем пĕр-пĕринпе вырăсла пуплеççĕ. Ашшĕ-амăшĕ, аслашшĕ-асламăшĕ чăн чăваш пулсассăн та. «Эсир хăш тăрăхри вырăссем?» – тетĕп вара. Е тата диктант çырнă чухне ĕ тата ă сас паллисен тăррисене лартма пĕлменни çав тери шухăшлаттарать. Çакă ачасем чăвашла кĕнекесем сахал вуланинчен те килет. Аслисем, хăвăр юлашки хут хăçан чăвашла кĕнеке вуланине аса илĕр-ха.

Чăваш чĕлхине ют çĕршыв ученăйĕсем тĕпчесе вĕренеççĕ, эпир хамăрăн тăван чĕлхене çине тăрса вĕренменни кÿрентерет. Паллă ентеш-ученăй Г.Н.Волков академик 1970 çулта Прагăра иртнĕ тĕнче конгресĕнче чăвашла тухса калаçнă. Тĕрлĕ халăх çыннисем тĕпчевçĕ чăваш чĕлхипех шухăша ăнланмалла, уçăмлă калама пултарнинчен тĕлĕннĕ, калаçăва ытти чĕлхесене куçарса пынă.

Ĕмĕрлĕхе упрар тăван чĕлхемĕре. Унран çепĕçреххи, илемлĕреххи, пуянраххи, янăравлăраххи урăх ниçта та тупаймăн.

Л.МАРКОВА,
Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта кĕçĕн класри ачасене вĕрентекен.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code