Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Туслăх ан чактăр

Туслăх ан чактăр

Çак кунсенче Чăваш Республикинчи Национальноçсен ĕçĕсен канашĕн тата республикăри тĕн пĕрлешĕвĕсемпе çыхăну тытас тĕлĕшпе йĕркеленĕ канашăн пĕрлехи ларăвĕ иртнĕ.

Ăна ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев ертсе пынă. Вăл палăртнă тăрăх, 128 халăх представителĕ пурăнакан Чăваш Енре туслăх, килĕшÿ тата çураçу хуçаланнинче чăваш халăхĕн тараватлăхĕпе танах власть органĕсем тытса пыракан çул-йĕр те пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа пĕрлех çак ĕçре республикăра икĕ çул каялла йĕркеленĕ «Чăваш Республикинче пурăнакан халăхсен представителĕсен ассамблейи» общество организацийĕн тÿпи пысăккине палăртнă. Ăна ЧР Пуçлăхĕн канашçи, ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи Ваттисен канашĕн председателĕ Лев Кураков ертсе пырать. Вăл ларура ассамблея кăçал пурнăçланă ĕçсем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. Хăйĕн ĕçĕн тĕп тĕллевĕсене республикăра пурăнакан халăхсен пĕрлĕхĕнче, пĕр шухăшлăхĕнче, тăнăçлăхĕнче, ăс-хакăлпа кăмăл-сипет, патриотлăх никĕсĕсене, историпе культура пуянлăхне упраса хăварса малалла аталантарнинче курнине палăртнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code