Пятница, Август 7, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çамрăк çемьесене – пулăшу

Çамрăк çемьесене – пулăшу

Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствинчен «Чăваш Республикин ял территорийĕсене сулмаклăн аталантарасси» çум программăпа килĕшÿллĕн патшалăх ялсенчи çамрăк çемьесемпе специалистсене пурăнмалли вырăна лайăхлатма пулăшни çинчен пĕлтереççĕ.

Кăçал çак пулăшупа 40 çамрăк çемьене тивĕçтернĕ. Ку шутра агропромышленность комлексĕнче, сывлăх сыхлавĕнче, вĕренÿ, физкультурăпа спорт, социаллă пулăшу тытăмĕсенче тата культурăра ĕçлекенсем пулнă.

Çурт-йĕре лайăхлатма бюджетăн темиçе шайĕнчи çăл куçĕнчен 31 миллион тенкĕ явăçтарнă, ял тăрăхĕсенче пурăнмалли вырăн 6518 тăваткал метр тунă. 2019 çулта асăннă категорири çамрăк çемьесене пулăшу кÿме федераципе республика хыснинчен 112,6 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code