Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Иккĕмĕш мультиплекс хута кайнă

Иккĕмĕш мультиплекс хута кайнă

Раççей телекуравпа радиохыпарлав сечĕн /РТРС/ Чăваш радиотелецентрĕн специалисчĕсем иккĕмĕш мультиплексăн юлашки передатчикĕсене ĕçе кĕртнĕ. Халĕ цифрăллă 20 телеканала Чăваш Енре пурăнакансен 99 проценчĕ ытла пăхма пултарать.

2013 çултанпа РТРС регионта хыпарлавăн 42 объектне тунă. «Цифра» çитиччен республикăра пурăнакансенчен нумайăшĕ, уйрăмах ялтисем, 1-2 телеканалтан ытла пăхайман. Пĕрлехи информаци стандартне пула пысăк хуласенче çеç мар, пĕчĕк тата инçетри ялсенче пурăнакансем те халĕ информаципе пĕр тан усă курма пултараççĕ.

2017 çулхи ноябрь уйăхĕнчен вара «Вести-Чувашия» регион программисене пĕрремĕш мультиплекса кĕрекен «Россия 1», «Россия 24» тата «Радио России» каналсенче республикăра пурăнакансен 97,07 проценчĕ курма-итлеме май пур. 2019 çулхи апрель уйăхĕн 15-мĕшĕнчен Чăваш Ен йăлтах цифрăллă технологисем çине куçать, аналоглă хыпарлава сÿнтереççĕ. Мультиплекссене кĕмен тата регион телеканалĕсем вара аналоглă форматпах малалла ĕçлĕç.

Куракансемшĕн цифрăллă эфир телекуравăн лайăх енĕ нумай: пысăк пахалăхлă ÿкерчĕксемпе сасă, канал нумай пулни, йышăнакан оборудование çăмăллăнах вырнаçтарни. Çав хушăрах абонент тÿлевĕ çук. Хальхи телевизорсем цифрăллă эфир телеканалĕсене «йышăнма» хатĕр. Ăна ДМВ-диапазонлă антеннăпа çеç çыхăнтармалла. Телевизор кивĕ пулсан ун валли тата цифрăллă приставка туянмалла.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code