Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Сайтра асăрханар

Сайтра асăрханар

Интернетри социаллă çыхăнусенче тимлĕ те сыхлăхлă пулмаллине, ыттисен ячĕпе пытанакан преступниксенчен хур тÿсме пултарасси пирки ачасене ăнлантарсах тăмалла.

Республикăра кăçал 10-12 çулсенчи хĕр ачасем усал шухăшлă çынсенчен инкек тÿснĕ. Преступниксем хăйсене çамрăк каччăсем евĕр тытса ?сайтри страницăна ют çын сăн ÿкерчĕкĕсене вырнаçтараççĕ вĕсем паллах/ хĕр ачасен шанăçне кĕнĕ, унтан çурма çарамасланнă сăн ÿкерчĕкĕсене ярса пама ыйтнă. Каярах вĕсене тус-юлташĕсемпе тăванĕсене кăтартассипе хăратса тата та уççăнрах сăн ÿкерчĕксем ярса пама хистенĕ.

Л.ЕГОРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code