Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хисеп-сумĕ – ĕçĕнче

Хисеп-сумĕ – ĕçĕнче

Сăпайлă, çав вăхăтрах çирĕп ыйтакан, урока кăсăклă йĕркелеме пĕлекен вĕрентекене ачасем юратаççĕ, хисеплеççĕ.

Вĕсене учитель анлă тавра курăмлă, пултаруллă пулни илĕртет. Çапла, кашни çыннăн пурнăçри малтанхи утăмĕсем учитель ячĕпе çыхăннă. Вăл ăс пани, тимлесе ăнлантарни яланлăхах пирĕн асăмра. Унăн сывлăм пек таса, чĕререн каланă сăмахĕсем кирлĕ вăхăтра хавхалантараççĕ, синкерлĕхре чĕрене вăй кĕртеççĕ, çунат хушаççĕ. Çиччĕре-и эсĕ, е аллă çула пуснă – чĕрÿнте çав-çавах учителĕн ырă сăнарне упратăн, вăл каланă кăвар пек хĕрÿллĕ сăмахăн ăшшине туятăн.

Учитель – хисеплĕ çын, ăна пулас ăрăва вĕрентсе ăс парса çитĕнтерме яваплă ĕç шанса панă. Хăйĕн чĕринче упранакан чи ырă туйăмсене, мĕнпур пĕлĕвне йăлтах ачасене пама тăрăшать вăл, çĕр çинче хăй хыççăн тĕлĕнмелле чаплă пуянлăх хăварать.

Çĕнĕ Пăвари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти Светлана Павловăна та вĕренекенсемпе ашшĕ-амăшĕ ырăпа хаклаççĕ. Чăваш чĕлхипе литература предметне вĕрентет вăл. Урокран урока калаçу культурине алла илме, тарăннăн шухăшлама, илемлĕ те сăпайлă калаçма вĕрентет вăл ачасене. Пурнăçра хăйĕн вырăнне тупнă Светлана Александровна суйласа илнĕ ĕçне чĕререн юратать, çавăнпа пĕтĕм вăй-халне ачасене вĕрентессине парать. Хăйĕн икĕ ачине çеç мар, тăван ял-йышăн ачине тарăн пĕлÿ парас, ĕçе хăнăхтарас, йĕркелĕхе вĕрентес тесе тăрăшать. Кашни ачапа кăмăллăн калаçать, сассине хăпартмасть, вĕсен лайăх енĕсене курма, палăртма тăрăшать. Çавăнпа ачасем ăна хисеплеççĕ, иккĕмĕш амăшĕ вырăнне хураççĕ.

Л.ВИКТОРОВА,
Çĕнĕ Пăва ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code