Понедельник, 15 августа, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тепĕр икĕ кунтан – Сысна çулĕ

Тепĕр икĕ кунтан – Сысна çулĕ

Астрологсем каланă тăрăх, Сысна çулне ăнăçлă тата тухăçлă ирттересшĕн пулсан ăна юрама тăрăшмалла. Вăл ытларах алăпа ăсталанă япаласене юратать. Çĕнĕ çул каçхине йывăçран, тăмран тунă савăт-сапапа, тĕртнĕ ал шăллисемпе усă курмалла.

Çурта йăлтăркка гирляндăсемпе илемлетмелле, ытларахăшĕ ылтăн тĕслĕ пулмалла. Чăрăш çине те сарă, вут тĕслĕ теттесем çаксан лайăхрах.

Чылай çĕршывра «Сысна çулĕ – укçа çулĕ», – теççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ укçа пухмачне сысна кĕлетки евĕр ăсталаççĕ. Ăна кĕтсе илме те кĕмĕлне шеллемелле мар. Сĕтел çийĕ пуян пулмалла. Анчах та унта сысна ашĕнчен хатĕрленĕ апат хума юрамасть. Ун вырăнне чăх-чĕп ашĕнчен е пулăран пĕçернĕ блюдăсем ытларах пулмалла. Çавăн пекех уяв сĕтелĕ пахча çимĕçпе тата улма-çырлапа, çăкăр-кукăльпе тулли пулсан лайăх. Сысна тата тĕрлĕ пăтă юратать. Хăнасене тĕлĕнтерме çуллă пăтă пĕçерме пултаратăр.

Мĕнле тумпа кĕтсе илмелле-ха уява? Ку ыйту хĕрарăмсене канăç памастех пулĕ. Сысна тăвăр, тĕттĕм тĕслĕ кĕпесене кăмăлламасть. Тумтир хусканусем тума чăрмантармалла мар. Ун çинче йăлтăркка элементсем пулсан аван. Тĕрлĕ тĕслĕ шăрçа, браслет, хăлха çакки те Çĕнĕ çул хуçин кăмăлне кайĕ.

Парнесем хатĕрленĕ чухне те ытларах кил-хуçалăхра усă курмалли япаласем суйламалла: савăт-сапа, кухньăра кирлĕ техника. Енчен те ĕçтешсем валли пулсан ручка-линейка, блокнотсем тата ытти те.

Сысна шăв-шав, нумай çынсем пуçтарăннине юратать. Çавăнпа та Çĕнĕ çула пĕчченлĕхре кĕтсе илме сĕнмеççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code