Четверг, 18 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Юратнă ĕçре

Юратнă ĕçре

Вероника Немцева Елчĕкри 1-мĕш номерлĕ почта çыхăну уйрăмĕнче операторта тăрăшать. Шаннă ĕçе чун-чĕререн юратса, яваплăха туйса пурнăçлать вăл, клиентсемпе ăшшăн та тараватлăн калаçать, ырă чĕлхеллĕ пулнипе палăрса тăрать. Шупашкарти çыхăну техникумĕнчен вĕренсе тухсанах тăван тăрăха таврăннă хĕр, асăннă почта çыхăну уйрăмĕнче тăрăшма пуçланă. Кĕске вăхăтрах пултарулăхĕпе палăрма ĕлкĕрчĕ вăл. Иртнĕ çул Вероника Зиноновна професси ăсталăхне палăртакан конкурсăн Шупашкарта иртнĕ финалти тапхăрĕнче «Чи лайăх çыхăну уйрăмĕн операторĕ» номинацире 2-мĕш вырăна тухса Хисеп хутне çĕнсе илчĕ.

Почта çыхăну уйрăмне Надежда Бегдаутова ертсе пырать. Валентина Маркова, Елена Хрисанова, Алина Марышева, Елена Ефремова почтальонкăсем Елчĕк, Таяпа Энтри, Тÿскел, Ĕнел ялĕсенче пурăнакансене хаçат-журналпа тивĕçтереççĕ. Халăхран тĕрлĕ тÿлев йышăнассипе тимлеççĕ почта çыхăну уйрăмĕн ĕçченĕсем, почта ĕçĕпе çыхăннă ытти пулăшупа тивĕçтереççĕ.

2019 çулхи пĕрремĕш çур çула хаçат-журнал çырăнтарас плана ирттерсе пурнăçланă харсăр ĕçченсем халăхра хисепре.

– Ĕç кал-кал пырасси пурте пĕр-пĕринпе килĕштерсе, пĕрне-пĕри ăнланса ĕçленинчен килет, – кăмăллăн пĕлтерет Надежда Васильевна ертÿçĕ.

Е.ГЕННАДЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code