Четверг, Март 21, 2019   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕнĕ ĕмĕт-тĕллевпе

Çĕнĕ ĕмĕт-тĕллевпе

Район администрацийĕн структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисем, предпринимательсем хутшăннипе иртнĕ 2019 çулхи пĕрремĕш канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин пухăннисене Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсемпе саламласа çирĕп сывлăх, телей, ăнăçусем суннинчен пуçларĕ.

Канашлура уявсемпе çыхăннă мероприятисене пĕтĕмлетесси тĕп вырăнта пулчĕ. Хаçатăн иртнĕ номерĕнче «Елчĕк районĕнчи Çĕнĕ çул çутисем» смотр-конкурс кăтартăвĕсемпе кĕскен паллаштарнăччĕ ĕнтĕ. Асăннă мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый хальхинче туллин хакласа пĕтĕмлетрĕ. Вăл палăртнă тăрăх, конкурса хутшăннисем кашниех кам та пулин хистенипе мар, хăйсен чун хавалĕпе, кăмăлпа, çынсене савăнăç кÿрес тĕллевпе тимленĕ. Район центрĕнчи, Аслă Елчĕкри тĕп лапамсем çулсерен хăйсен тирпейлĕхĕпе, илемĕпе тыткăнлаççĕ халăха. Çĕнĕ çул уявĕсен тапхăрĕсенче те вĕсенче хуласенчи капăрлăхран кая мар. Çавăн пекех ДПМК «Яльчикское» ООО, «Санти», «Охота, рыбалка» лавккасем, «Була» хăна çурчĕ, ФОК «Улăп», Елчĕкри вăтам шкул тата ытти организацисемпе учрежденисем те ку тĕлĕшпе пысăк тăрăшулăх кăтартнă. Валерий Изратов /«Водолей», автосервис/, Владимир Ершов /«Арсенал»/ хăйсем тытса тăракан лавккасене, вĕсен территорийĕсене декабрь уйăхĕн малтанхи кунĕсенчех уяв сĕмĕ кĕртнĕ. Хăйне евĕрлĕ пуян иллюминаци, юр-пăртан, йывăçран, ытти материалтан ăсталаса хатĕрленĕ юмахри сăнарсем кашнине хăйсем патне кăчăк туртаççĕ. Ахальтен мар вĕсенче тĕрлĕ ÿсĕмрисем сăн ÿкерттернине асăрхатăн. Светлана Маркова /Кĕçĕн Таяпа/, Владимир Петров /Таяпа Энтри/, Светлана Еникова /Аслă Таяпа/ районти уйрăм хуçалăхсем хушшинче палăрнă.

Паллах, уявсене çÿллĕ шайра йĕркелесси кашни ертÿçĕн пуçарулăхĕнчен, фантазинчен нумай килет. Кашни çул пĕрешкел сценарипе ĕçлени те килĕшÿсĕр паллах. Çавна май Леонард Васильевич панă сĕнÿсене малашлăхра шута илни вырăнлах: ял тăрăхĕсенчи лапамсене Çĕнĕ çул уявĕсен тĕп центрĕ тумалла, кашни структура организацийĕ конкурса уйрăммăн та ирттермелле, пултаруллисене хавхалантармалла.

Районти конкурсра мала тухнисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин дипломсемпе чысларĕ, малашне те илем кÿрессипе пуçарулăха ÿстерсе пыма сĕнчĕ.

Уяв кунĕсенче район территорийĕнче спорт вунă кунлăхĕ иртнĕ. Хоккей, мини-футбол, волейбол турнирĕсене уйрăмах халăх йышлă хутшăннă. Культура çурчĕсемпе вулавăшсен уявсенчи ĕçĕ-хĕлĕ çинчен район администрацийĕн культура тата информаципе тивĕçтерекен пайĕн начальникĕ Зарема Князева чарăнса тăчĕ, «Пĕрремĕш вулакан» акци, «Раштав вулавĕсем», «Юмах патĕнче хăнара» мероприятисем çĕнĕлле иртнине палăртрĕ.

Уявсен вăхăтĕнчи оперативлă лару-тăрупа ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн Елчĕк районĕнчи пайĕн начальникĕ Алексей Алексеев паллаштарчĕ. Мероприятисене йĕркелĕхпе тивĕçтерессинче полицин 19 сотрудникĕ, 10 халăх дружинникĕ хутшăннă. Çак тапхăрта йĕркене пăснă тĕслĕхсем тата инкек-синкек пулман.

Канашлура 2019 çулхи тĕллевсем пирки те татăклă калаçу пулчĕ. Николай Миллин кашни ял тăрăхĕн пуçлăхĕнчен «Чăваш Республикин территорийĕнче вырăнти пуçарулăх çинче никĕсленнĕ общество инфратытăмне аталантармалли проектсене пурнăçа кĕртесси çинчен» 7-мĕш номерлĕ указĕпе килĕшÿллĕн мĕнле ĕçсем пурнăçлама палăртнипе те кăсăкланчĕ, ку енĕпе документацие васкавлă, тĕплĕ хатĕрлеме кирлине палăртрĕ.

Николай МАЛЫШКИН.

Сăн ÿкерчĕкре: чыслав саманчĕ.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code