Пятница, 11 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çÿп-çап айне пулмăпăр…

Çÿп-çап айне пулмăпăр…

Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕнче хытă каяшсене пухассипе ĕç йĕркеленсе пырать. Районта чи малтан Таяпа Энтри ялĕнче хытă каяшсене вăхăтлăха вырнаçтармалли контейнер /сăн ÿкерчĕкре/ вырнаçтарчĕç.

Çав вăхăтрах ăна илемлĕ те ăсталама пултарнă, алăк та пур. Çÿп-çап миххисене унтан автомашинăпа турттарса тухма меллĕ пултăр тесен кашни çыннăн вĕсене тирпейлĕн вырнаçтарса лартмалла. Хăшĕ-пĕри ăна çÿхе çатăрка хутаçсене анчах тултарнăран, вĕсем çийĕнчех çурăлса пĕтеççĕ, çÿп-çапĕ вара таврана сапаланать. Кайран вĕсене камăн тата мĕнле пуçтарса пĕтермелле? Маларах çакăн пек контейнер вырнаçтариччен эпĕ мăшăрпа, пирĕнпе пĕрле В.Карсакова пенсионерка урама шăпăрпа шăлса тасатнă хыççăн пухнă мĕн пур таса мара хамăр килтен михĕсем илсе тухса тултартăмăр, кайран вĕсене автомашинăпа тиесе яма та çăмăл пулчĕ. Таяпа Энтринчен хытă каяшсене шăматкун турттарса тухаççĕ. Çÿп-çапа унччен маларах çирĕпрех – çурăлман михĕсем çине тултарса çак контейнера вырнаçтарса лартмалла анчах. Ятарласа тунă çак вырăна та тирпейлĕ тытасчĕ.

Çÿп-çап ыйтăвĕ пирки темĕн чухлĕ калаçсан та ку тĕлĕшпе малашне çирĕп йĕрке пуласси паллах. Мĕншĕн тесен çак ыйтăва çĕршыв шайĕнчех çĕкленине пĕлетпĕр. Хытă каяшсене пухса тирпейлессипе ĕçлекен регионри оператор – «МВК «Экоцентр» ООО ăна турттарса тухнăшăн тÿлеттерекен хака кăштах та пулин чакарсан ял халăхĕ кăмăллăрах пулĕччĕ.

О.МИРОНОВА,
Таяпа Энтри ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code