Воскресенье, 8 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > «Чи малтан çын пулмалла»

«Чи малтан çын пулмалла»

Çулсерен январĕн 12-мĕшĕнче Раççейре Прокуратура ĕçченĕн кунне паллă тăватпăр.

Çак уява çĕршывра 1996 çултанпа, Раççей Президенчĕ ятарлă Указа алă пусса çирĕплетнĕренпе, уявлатпăр. Кунне палăртнин пĕлтерĕшĕ те пысăк. 1722 çулта шăп çак кун – январĕн 12-мĕшĕнче Раççей императорĕн I Петĕрĕн Указĕпе генерал-прокурорăн должноçне палăртнă – Раççей прокуратурин институтне çирĕплетнĕ. Çак вăхăтранпа прокуратура ĕçченĕсем граждансен, обществăн тата патшалăхăн ирĕкĕсемпе саккунла интересĕсене хÿтĕлессипе тимлеççĕ.

Уяв умĕн эпир Елчĕк районĕн прокурорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Дмитрий Тимофеевпа тĕл пулса тĕрлĕ ыйту çине хурав илтĕмĕр.

– Ырă кун пултăр, Дмитрий Валерьевич. Хаçат вулаканĕсене чи малтанах Сирĕнпе паллашма кăмăллă пулĕ тетĕп.

– Ырă кун пултăр. Эпĕ 1979 çулта Шупашкар хулинче çуралнă, кунта киличчен унтах пурăннă. Шкул хыççăн тĕп хуламăрти И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче юридика факультетĕнче пĕлÿ илнĕ. Мăшăрлă, çемьере 3 ача çитĕнет. Мăшăрăм Оксана Михайловна бухгалтерта вăй хурать.

Прокуратура органĕсенче 2002 çултанпа ĕçлетĕп. Чи малтанах Шупашкар хулинчи Мускав районĕнчи прокурор пулăшуçинче, каярах Чăваш Республикин прокуратуринче пай прокурорĕнче тата аслă прокурорĕнче, пай начальникĕн çумĕнче, ЧР прокуратурин федераци саккунĕсене пăхăннине тĕрĕслекен управленин ертÿçин çумĕнче, юлашки çулта маларах асăннă управленин ертÿçинче вăй хунă. Иртнĕ çулхи сентябрь уйăхĕнчен Елчĕк район прокурорĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыратăп.

– Мĕнле йышăнчĕ Сире Елчĕк халăхĕ? Прокуратурăна граждансем ытларах хăйсен ирĕкĕсемпе саккунла интересĕсене хÿтĕлеме пулăшу ыйтса пыраççĕ. Мĕн пăшăрхантарать ял çыннисене?

– Елчĕк çĕрĕ пĕрремĕш кунранах килĕшрĕ. Маларах Чăваш Ен шайĕнчи çивĕч ыйтусемпе ĕçлеме тÿр килнĕрен, танлаштарма меллĕ. Район лăпкăлăхпа уйрăлса тăрать. Халăх вара тарават, ĕçчен, теприне ырă сунать. Прокурор йĕркелекен йышăнусене граждансем малтанхи кунсенченех йышлă çÿреме пуçларĕç. Кашнинех харпăр хăйĕн ыйтăвĕ канăçсăрлантарать.

Çынсен пысăк пайне пăшăрхантарнă, прокуратурăран ушкăнпа пулăшу ыйтнă иртнĕ çулхи пысăк тĕслĕхсенчен пĕри – «Содружество» КПКпа çыхăннă ĕç. Кооператив баланс тăкакне пайщиксенчен саккунсăр майпа хушма тÿлевсем илсе саплаштарас тĕллевлĕ пулни кăмăлсăрлантарчĕ çынсене. Ку ĕçе тĕплĕн тĕрĕсленĕ май саккун халăх енче пулнине тÿрре кăларма пултартăмăр.

Иртнĕ çул вĕçĕнче халăхăн пысăк пайне йăлари хытă каяшсене вырнаçтарассипе çыхăннă реформа калаçтарчĕ. Ку чăрмав вăл çĕршыв шайĕпех. Çуртсен тата хваттерсен хуçисене каяшсене турттарассипе çыхăннă укçа-тенке хывнă чух тивекен комисси тÿлевĕ пысăкки кăмăлсăрлантарать. Каяшсене виçине тĕпе хурса пухассине ĕçе кĕртме, ял çыннин нормативне чакарма ыйтать вăл. Ыйтусене хальхи вăхăтра Правительство шайĕнчех тишкереççĕ, вĕсене халăх майлă татса парасса шанса тăратпăр.

Республикăри лару-тăрупа танлаштарсан, районта ЖКХпа çыхăннă чăрмавсем те пысăках мар. Предприяти-организацисен ертÿçисем саккуна пăхăнса, ĕçченсене ĕç укçипе вăхăтлă тивĕçтерсе ĕçлесе пыраççĕ. Йĕркене пăснă тĕслĕхсем тĕл пулсан прокуратура çийĕнчех вăхăтлă йышăнусем тăвать, чăрмавсене кĕске вăхăтра сирсе ярать.

– Иртнĕ çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетсемĕр.

– Прокуратура ĕçченĕсем саккунсăрлăха тата йĕркесĕрлĕхе пĕтерес, граждансен тата патшалăх ирĕкĕсемпе интересĕсене хÿтĕлес тĕллевпе пур вăя хурса тăрăшаççĕ. Иртнĕ çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ май хăш-пĕр енĕпе çитĕнÿсем тунине палăртмалла. 2018 çулта прокуратура сотрудникĕсем саккуна пăснă 1100 /виçĕм çул – 940/ ытла тĕслĕхе тупса палăртнă. Йĕркене пăхăнман тĕслĕхсене пĕтерес тĕллевпе иртнĕ çул 117 саккунсăр право актне хирĕçленĕ. Граждансен тата патшалăх интересĕсене хÿтĕлесе судсене 124 тавăç ?пурĕ 4026,7 пин тенкĕлĕх/ тăратнă. Йĕркесĕрлĕхе пĕтерме хушса предприятисемпе организацисен, учрежденисен, патшалăх власть тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ертÿçисен тĕлĕшпе 301 кăтарту тăратнă, 280 çынна дисциплина тĕлĕшĕнчен явап тыттарнă. Прокуратура йышăнăвĕпе 90 çынна административлă майпа айăпласа штрафланă, прокуратура тĕрĕслевĕсен материалĕсемпе 4 уголовнăй ĕç пуçарнă.

Граждансен прависемпе ирĕкĕсене хÿтĕлекен саккунсем районта туллин пурнăçланса пыраççĕ, преступлени çулне пÿлес тĕлĕшпе сахал мар ĕç пурнăçлатпăр, саккуна пăсакана тивĕçлипе явап тыттаратпăр. Ĕç-хĕле туллин çутатас, саккунсемпе паллаштарас тĕллевпе массăллă информаци хатĕрĕсемпе тачă çыхăнса ĕçленине те палăртмалла.

– Коррупци теми çĕршывĕпех питĕ çивĕч. Ку енĕпе лару-тăру районта мĕнле?

– Коррупци çĕршыв аталанăвне ура хурать çеç мар, халăх власть органĕсене шанассине те япăх витĕм кÿрет. Ку енĕпе пирĕн районта лару-тăру лăпкă. Муниципалитет шайĕнчи нормăпа право акчĕсене тивĕçлĕ экспертиза туни тĕрлĕ документри коррупцие сăлтавлама пултаракан самантсенчен сыхланма пулăшать. Çак тĕллевпе район прокуратури ятарлă тĕрĕслевсем ирттерсех тăрать.

– Мĕнлерех пулмалла прокуратура ĕçченĕн?

– Прокуратура ĕçченĕн чи малтанах çын пулмалла, чун тасалăхне мала хумалла. Пиртен пулăшу ыйтса килекен кашни çынна ăнланма тата пулăшма, тепĕр чух хамăра та теприн вырăнне лартса пăхма пултарни кирлĕ. Професси пахалăхне илес пулсан, прокуратура ĕçченĕн граждансен тата патшалăх интересĕсене хÿтĕлес енĕпе пысăк яваплă пулнине яланах çирĕп туйса тăмалла.

– Хăвăрăн коллектив пирки мĕн каланă пулăттăр?

– Прокуратура коллективĕ çамрăк, вăл пурĕ 5 çынран – оперативлă 3 ĕçченрен тата секретарьпе водительтен тăрать. Шаннă тивĕçе кашниех яваплăха туйса пурнăçлать. Прокурор çумĕ Андрей Афанасьев пысăк опытлă ĕçчен, маларах Канашри районсем хушшинчи прокуратурăра прокурор пулăшуçинче, каярах Тăвай районĕнче прокурор çумĕнче тăрăшнă. Прокурор пулăшуçин Дмитрий Михайловăн прокуратура органĕнчи ĕç стажĕ 2 çула яхăн. Татьяна Тимофеева секретарь маларах Шăмăршă районĕнчи прокуратурăра çак должноçрах тăрăшнă. Владимир Пчелов водителĕн прокуратурăри ĕç стажĕ чи пысăкки. Вĕсенче кашнинчех маларах асăннă ырă енсем пуррине çирĕплетме пулать.

Паян Раççей прокуратури ĕçченĕн кунĕ ячĕпе хамăрăн сотрудниксене, прокуратура ĕçĕн ветеранĕсене чун-чĕререн пысăк тав сăмахĕ калатăп. Çулталăк пуçланчĕ анчах-ха. Çак çул кашнинех ырлăхпа тата сывлăхпа, телейпе пурăнма сунатăп, çăмăл мар ĕçре çитĕнÿсем савăнтарччăр, çемьесенче килĕшÿ хуçалантăр.

– Калаçушăн тавах.

Елена ПЕТРОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕнче: Дмитрий Тимофеев.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code