Пятница, 1 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ят-сум вăй-хал хушать

Ят-сум вăй-хал хушать

«Эмметево» сахал яваплă юлташлăхри Александр Иванова производствăра нумай çул тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ» ята парса чыс тунă.

– Ят-сум чун-чĕрене савăнăç кÿрет, шанса панă ĕçре тата тăрăшуллăрах, пуçаруллăрах пулма хистет, – тет Александр Варсанофьевич.

Хальхи вăхăтра механизатор фермăри йышлă ĕне выльăха тăрантарнă çĕрте вăй хурать, хăйне шанса панă «Хозяин» агрегата пĕр кăлтăксăр, тухăçлă ĕçлеттерме пултарнипе палăрса тăрать.

Шанчăклă, хăйне шанса панă кирек хăш ĕçе те пысăк пахалăхпа пурнăçлама пултаракан Александр Иванов çуллахи вăхăтра таврăнмасăр тенĕ пек уй-хирте тăрăшать – выльăх апачĕ хатĕрлеме хутшăнать.

С.АНАТОЛЬЕВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Александр Иванов механизатор.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code