Пятница, Март 5, 2021   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕнĕ автомашинăсем çула тухма хатĕр

Çĕнĕ автомашинăсем çула тухма хатĕр

Республикăри сиплев учрежденине – катастрофа медицинипе васкавлă пулăшу паракан центра 18 васкавлă пулăшу машини килсе çитнĕ.

Газ-соболь тата «Некст» ГАЗель маркăллă автомашинăсене туянма РФ Правительствин хушăвĕпе федераци хыснинчен укçа-тенкĕ уйăрнă. Вĕсене, паллах, хальхи йышши технологие тĕпе хурса кăларнă, медицинăн çĕнĕ хатĕрĕсемпе тивĕçтернĕ. Республикăри катастрофа медицинипе васкавлă пулăшу паракан центрăн тĕп врачĕ Ольга Краузе палăртнă тăрăх, ăшă та хăтлă автомобильсене районсенчи васкавлă пулăшу пункчĕсене ăсатаççĕ.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code